Анат Камăра «Яковлев вулавӗсене» 120 ача хутшăнчӗ
(Татьяна Леонтьева. Т.Носевич сăнӳкерчӗкӗсем). Чăваш букварӗн авторӗн Иван Яковлевич Яковлевăн 170 çулхи юбилейне Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернат чăваш, тутар, вырăс, ытти халăх ачисемпе пӗрле паллă турӗ. Апрелӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцине 13 районтан пурӗ 120 ача килчӗ. Мероприятие çаплах Анат Кама Ӗçтăвкомӗн обществăлла пӗрлешӳсемпе тата наци ыйтăвӗсемпе...
(Татьяна Леонтьева. Т.Носевич сăнӳкерчӗкӗсем). Чăваш букварӗн авторӗн Иван Яковлевич Яковлевăн 170 çулхи юбилейне Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернат чăваш, тутар, вырăс, ытти халăх ачисемпе пӗрле паллă турӗ. Апрелӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцине 13 районтан пурӗ 120 ача килчӗ.
Мероприятие çаплах Анат Кама Ӗçтăвкомӗн обществăлла пӗрлешӳсемпе тата наци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен уйрăмӗн ертӳçи Ф.Сафиуллин, Вӗрентӳ управленийӗн методисчӗ В.Гарипова, И.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн чăваш тата вырăс филологийӗсен факультечӗн вӗрентекенӗсем М.Беловăпа А.Прокопьева, ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн çамрăксен ӗçӗсемпе çумӗ А.Носков хутшăнчӗç.
Асăнса хăварар, 34-мӗш гимнази-интернат кăçал республикăри чи лайăх вунă шкул йышне кӗнӗ. Кунта чăваш ачисемсӗр пуçне ытти халăх ачисем те вӗренеççӗ. «Яковлев вулавӗсем» конференцире те акă чăваш ачисемпе пӗрлех ытти халăх ачисем те хастар хутшăнчӗç. Конференцире Иван Яковлев çинчен сăвăсем, вăл хăварнă пил сăмахӗсем, тӗрлӗ халăх юрри-ташши янăрарӗ, И.Яковлев калавӗсем тăрăх сценкăсем кăтартрӗç.
Конференцире 5 секци: чăваш чӗлхи, тутар чӗлхи, вырăс тата ытти чӗлхесем;, литературăпа культура;хими, биологи, экологи ӗçлерӗ. Ачасем тӗпчев ӗçӗсене çав тери лайăх çырнăран жюри пайташӗсем вӗсене пысăк хак парса хăш-пӗр ӗçе малалла тарăнрах тӗпчеме те сӗнчӗç. Тӗпчев ӗçӗсен авторӗсене пурне те Дипломсемпе сертификатсем парса чысларӗç
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев