Сувар

г. Казань

16+
Анат Кама (Нижнекамский)

Уçă сывлăшри урок

Хӗллехи вӑхӑтра, ӑшӑ та çилсӗр çанталӑкра, пирӗн гимназире 3-мӗш класра вӗренекенсемшӗн физкультура занятийӗсем уçӑ сывлӑшра иртеççӗ. Йӗлтӗрпе ярăнма юратаççӗ ачасем.

Йӗлтӗрпе çӳрени ачасен сывлӑхне çирӗплетет, хӑвӑртлӑха, чӑтӑмлӑха, координацисене аталантарма пулӑшать. Уçӑ сывлӑш витӗмӗ сывлав органӗсемшӗн уйрӑмах усӑллӑ.

Ачасем йӗлтӗр спорчӗн уйрӑмлӑхӗсемпе паллашаççӗ, йӗлтӗрпе çӳреме вӗренеççӗ. Класс ертӳçи Светлана Владимировна пулӑшнипе тӗрлӗ техникӑна алла илеççӗ. Уçă сывлăшри урокран пурте хавасланса, тулли кăмăлпа таврӑнаççӗ.

 

Светлана Владимировна КОЗЛОВА, пуçламӑш классен вӗрентекенӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование Нижнекамск