Мӗн? Ӑçта? Хӑçан?
Гимназире паттăрлăхпа патриотлăх уйӑхӗн шайӗнче «Мӗн? Ӑçта? Хӑçан?» ăс-хакăл вӑййи иртрӗ. Мероприятие директорӑн воспитани енӗпе ӗçлекен çумӗ Ольга Николаевна Малова хатӗрлесе ирттерчӗ. Унта гимназистсемпе Совет Союзӗн Геройӗ Гани Сафиуллин ячӗллӗ кадет корпусӗн 8-мӗш класӗнче вӗренекенсем хутшăнчӗç.
Кашни вӗренӳ заведенийӗнчен виçшер командăччӗ. Пурӗ 3 раунд – 10 ыйту: 1-мӗш раунд – Аслӑ Çӗнтерӗве 80 çул çитни; 2-мӗш раунд – пирӗн ентешӗмӗрсем – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин геройӗсем; 3-мӗш раунд – Анат Камăпа çыхăннă ыйтусем. Ыйтусем интереслӗ те тарăн шухăшлă пулчӗç. Вӑйӑ питӗ хӗрӳ иртрӗ. Пур ыйтусем те тӗрлӗ пулнӑ, анчах вылякансене уйрӑмах «Хура ещӗк» сектор интереслентерчӗ. Команда вӑййи пынӑ май ачасем Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрçин темине лайăх пӗлнине кӑтартса пачӗç. Вӑйӑ пӗрремӗш хут иртрӗ пулин те, ачасенче чӑн-чӑн кӑсӑклӑх çуратрӗ. Раундсен хушшинчи тăхтавсенче патриотла темӑпа юрӑсемпе сӑвӑсем итлеме май пулчӗ.
Вăйăра кадетсен «Сафиуллинецсем» команди çӗнтерчӗ. Кашни командӑна Хисеп хучӗпе чысларӗç, çӗнтерӳçӗ командăна «Мӗн? Ăçта? Хăçан?» вăйă символне – янтарьтен тунă Тӑмана статуэткине – парса чысларӗç. Жюрире хисеплӗ ветерансем – Анат Кама районӗн Ветерансен канашӗн пайташӗсем Р.Г.Галиахметов, А.П.Дыранова, Л.К.Алексеев, К.К.Ризанов пулчӗç. Вӑййӑн тӗп тӗллевӗ – ачасене командӑра ӗçлеме, ыттисен шухӑшне хисеплеме, шута илме, яваплӑха хӑй çине илме тата пӗрле тӑрӑшса çитӗнӳсем тума вӗрентесси.
Ольга Николаевна МАЛОВА, директорăн вӗренӳ енӗпе çумӗ, географи вӗрентекенӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев