Сувар

Сочире юхса кайнă ача чăваш

Лазаревское поселокӗнче августăн 3-мӗшӗнче ливневкăна ӳкнӗ ача Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьел мăнукӗ...

Сочи хулин çурçӗр районӗнчи Лазаревское поселокӗнче августăн 3-мӗшӗнче 7-ри Николай Мальковпа пулнă трагеди, шел те, Тутарстана тӳрремӗнех пырса тивет. Мӗншӗн тесен пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă ача Анат Кама хулинчен. Шанчăклă çăлкуçран паллă пулнă тăрăх, вăл Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьел мăнукӗ, эппин, чăваш.

Инкек кăнтăрла иртсен пулнине хыпарлаççӗ массăллă хыпар хатӗрӗсем. Вăйлă çумăр хыççăн асламăшӗпе пыракан ача сасартăк çумăр шывӗ юхмалли канава ӳкнӗ. Мӗншӗн çав самантра люк уçă пулни паллă мар. Хăшӗ-пӗрин шухăшӗпе, çумăр шывӗ хăвăртрах юхса кайтăр тесе решеткене кам-тăр ятарласа илсе хума е вăйлă юхăм çăлса кăларма та пултарнă. Видеоролик çине пăхсан, ачана асламăшӗ çавăтсах пынă-ха, анчах... мăнукне çăлайман вăл, мӗншӗн тесен ачана вăйлă юхăм тинӗсех илсе кайнă. Виллине çăлавçăсем темиçе сехетрен тинӗсре тупнă. Асламăшне вара больницăнах ăсатма тивнӗ.

Сочи мэрийӗ çак инкекре асламăшӗн айăпне те палăртать. Мальковсем шăпах çак ливневкăна хирӗç хăна çуртӗнче пурăннă-мӗн. Çавăнпа вырăна лайăх пӗлнӗ тата вăйлă çумăр çăвасси пирки темиçе талăк маларах пӗлтернӗ пулнă. Апла-и, капла-и, тавлашу кунта вырăнсăр, чи хăрушши – ачан пурнăçӗ татăлни.

Сочи хулин администрацийӗ Мальковсен çемйипе пӗрле хурланни çинчен пӗлтерет, мэри ачан ашшӗ-амăшӗпе телефонпа çыхăннă, çемьене пурăннăшăн, ачан виллине кӳрес çул расхучӗсене хăй çине илет.

Николайăн ашшӗ-амăшӗ ТАНЕКО тата НКНХ предприятисенче ӗçлеççӗ. Мальковсене çаплах Анат Кама хулипе районӗн пуçлăхӗ Айрат Метшин та пӗрле хурланни çинчен пӗлтерсе пур енчен те пулăшма шантарнă.

Эпир те Мальковсен çемйипе тата çывăх тăванӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланатпăр, çак пысăк хуйха чăтса ирттерме Турăран пулăшу ыйтатпăр. Николай кăçал пӗрремӗш класа каймаллаччӗ...


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: