Историпе обществознани эрни – чи пӗлтерӗшли
Предмет эрнисем шкулсенче хӑш-пӗр темӑсемпе дисциплинӑсене тарӑнрах тӗпчемелли меслет пек ытларах та ытларах популярлӑ пулса пыраççӗ. Историпе обществознани эрни чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри шутланать. Вӑл вӗренекенсене пӗлӗве анлӑлатма кӑна мар, критикӑлла шухӑшлава, хастар граждан позицине аталантарма, командӑра ӗçлеме хӑнӑхтарма та май парать.
Историпе обществознани эрнинче гимназире лекцисемпе ӑсталӑх класӗсем, дебатсемпе дискуссисем, пултарулӑх конкурсӗсем, куравсем иртеççӗ, интерактивлӑ стендсемпе экскурсисем те пуянлатаççӗ мероприятисене.
Пирӗн гимназире историпе обществознани эрни кăçал январӗн 27 – февралӗн 1-мӗшӗсенче иртрӗ. 5-мӗш классем «Олимп туррисем» пултарулӑх ӗçӗсен куравне хутшӑнчӗç. Гимнази библиотекарӗ М.А.Лаврентьева «Пирӗн тавралăх историйӗ» курав хатӗрлерӗ. Историн тӗп саманчӗсене иллюстрацилекен материалсене тӑратнӑ куравсем йӗркелени вӗренӳ процесне визуализацилеме пулӑшать.
9-мӗш класра вӗренекенсем суйлав процесне халалланӑ ăс-хакăл квизне хутшӑнчӗç, 11-мӗшсем «Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗ: 30 çулхи ӗç-хӗл» темӑпа дебатсем йӗркеленӗ. Çакӑн пек ӗç формисем вӗренекенсене тӗрлӗ шухӑша тишкерме тата хӑйсен пӗтӗмлетӗвне йӗркелеме вӗрентеççӗ. 7-мӗшпе 8-мӗш классем валли «Хамӑр вӑйӑ» ярӑм йӗркеленӗ, унта вӗренекенсем интерактивлӑ формӑпа «Смутное время и Дворцовые перевороты» материала пӑхса тухрӗç, истори тапхӑрӗсене аса илсе çирӗплетрӗç.
Аслӑ Çӗнтерӳ 80 çул тултарас умӗн 6-мӗш классенче вӗренекенсем Совет Союзӗн Геройӗсен – пирӗн ентешсен – биографийӗсемпе, паттӑрла ӗçӗсемпе паллашрӗç. Паянхи лару-тăрăва пăхса ачасене мӗн пӗчӗкрен тӗрӗс гражданла позици йышăнма вӗрентмелле, вӑрçӑ çулӗсенчи пулӑмсем çинчен, çӗнтерме пирӗн халӑх мӗн чухлӗ нуша курни пирки каласа памалла.
Предмет эрнинче аслă классенче вӗренекен Роман Матросов, Булат Нурхаметов, Дарья Русева историпе тата обществознанипе проектсем хӳтӗленӗ. Булатпа Роман Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçипе çыхӑннӑ темӑсене суйласа илнӗ. Риназ Сабиров республикӑри «Жить, помня о корнях своих…» таврапӗлӳ конференцине хутшӑнчӗ. Çамрӑк ӑру хамăр çӗршывăн историйӗпе кӑсӑкланни, тӗпчев ӗçӗ ирттерни, пӗтӗмлетӳсем туни, тавракурӑма анлӑлатни, иртнине асра упрани, пуласлӑха хӑюллӑн утни питӗ савӑнтарать.
Çакнашкал мероприятисем вӗрентӳ атмосферине лайӑхрах йӗркелеме пулӑшаççӗ, унта кашни вӗренекен хӑйӗн пӗлӗвне уçса пама, социаллӑ тата историлле пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явма пултарать.
Ольга Николаевна АДИАТОВА, историпе обществознани вӗрентекенӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев