Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Анат Кама (Нижнекамский)

Ачасем пӗлччӗр тесе

Сурхури - вăл сурăх ури сăмахран пулса кайнă теççĕ, теприсем - сурăх ырри тесе калакансем те пур. Çак уяв вăл юмăç ярассипе çыхăннă. Хĕрсем каçпа витене кĕрсе сурăх урине тытнă. Енчен те хĕр аллине така ури лекет - çак хĕр кăçал качча каять, енчен те сурăх ури лексен, çак хĕр...

Сурхури - вăл сурăх ури сăмахран пулса кайнă теççĕ, теприсем - сурăх ырри тесе калакансем те пур. Çак уяв вăл юмăç ярассипе çыхăннă. Хĕрсем каçпа витене кĕрсе сурăх урине тытнă. Енчен те хĕр аллине така ури лекет - çак хĕр кăçал качча каять, енчен те сурăх ури лексен, çак хĕр кăçал качча каяймасть-ха.

Анат Камăри 34-мĕш гимназинчи 4-мĕш класра вĕренекен ачасем хулари «Тамаша» театр артисчĕсемпе пĕрле чăвашсен авалхи «Сурхури» уявĕпе савăнтарчĕç. Гимназири уява 4-мĕш классем выляса уявлама пуçларĕç. Ачасем пĕрле пуçтарăнса килĕрен киле çӳрерĕç. Хапăл туса йышăнакансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç, кам ачасене кĕртесшĕн пулмарĕ - вĕсене ачасем хăртса юрлама пăхрĕç. Кил хуçисем ачасене тĕрлĕрен çимĕçпе сайлама тăрăшрĕç: печени, пăрçа, çу, тĕрлĕ йышши кĕрпе. Импровизациленӗ ял тăрăх çаврăнса тухсассăн ачасем кучченеçсене пĕрле çиме пикенчĕç.

«Тамаша артисчĕсем» вара çак уява ĕлĕк-авал мĕнле иртнине питĕ тĕплĕн кăтартса пачĕç. Аслă ăру çамрăксене тăван чăваш халăхӗн йăла-йӗркисем çинчен каласа пани, кăтартни чи паха самант. Çавна май мăнуксен хăйсен тăван челхине хисеплес, юратас кăмăлӗ вăйланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев