Çак конкурс малтан Тутарстанăн кашни районӗнче иртет
Республикăра çулленхи «Çулталăк вӗрентекенӗ» конкурс пуçланчӗ. Кăçал çӗнӗлӗх те пур, уйрăм номинацие тăван чӗлхе тата литература вӗрентекенӗсем хутшăнма пултараççӗ. Конкурс малтан Тутарстанăн кашни районӗнче иртет. Анат Камăра 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернатăн чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Людмила Петровна Ильгузина та район конкурсне хутшăнчӗ. Мастер-класс, 4-мӗш класс ачисемпе «Кашкăр» темăпа урок кăтартрӗ. Чи...
Республикăра çулленхи «Çулталăк вӗрентекенӗ» конкурс пуçланчӗ. Кăçал çӗнӗлӗх те пур, уйрăм номинацие тăван чӗлхе тата литература вӗрентекенӗсем хутшăнма пултараççӗ. Конкурс малтан Тутарстанăн кашни районӗнче иртет.
Анат Камăра 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернатăн чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Людмила Петровна Ильгузина та район конкурсне хутшăнчӗ. Мастер-класс, 4-мӗш класс ачисемпе «Кашкăр» темăпа урок кăтартрӗ. Чи нумай балл пухса конкурсăн виççӗмӗш турне тухса педканаш та ирттерчӗ (хаçата пичете панă чух виççӗмӗш турăн пӗтӗмлетӗвӗсем паллă марччӗ-ха. - Ред).
Аслă вӗрентекенӗмӗр чăваш çӗршывне «çӗр пин юрă, çӗр пин тӗрӗ çӗршывӗ» тенӗ. Апла пулсан çӗр пин юрра, çӗр пин тӗрре, çӗр пин сăмаха ачасем патне çитермелле, вӗсене чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе паллаштармалла, çутçанталăкпа килӗштерсе пурăнма вӗрентмелле. Çак тивӗçе пурнăçлать те Людмила Ильгузина. Кашни кун ун çине темиçе мăшăр куç çӗннине кӗтсе пăхать. Людмила Петровна урока яланах тӗплӗн хатӗрленет. Ӗçре çӗннине вӗçӗмсӗр шырать, тӗрлӗ меслетсемпе, мелсемпе туллин усă курать. Ун пек пултаруллă учительсем пурри гимнази аталанăвне ӳсме пулăшать.
Эпир хулапа район конкурсне хутшăнса тӗрлӗ енлӗ пултарулăхне ăста кăтартнăшăн Людмила Петровна Ильгузинăна саламлатпăр, виççӗмӗш турта çӗнтерсе финала тухма ăнăçу сунатпăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев