Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Анат Кама (Нижнекамский)

Çамрăк тӗпчевçӗсем

Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатра иртнӗ «Яковлев вулавӗсем» регион­сем хушшинчи наукăпа практика конференцине республикăри районсенчен шкул ачисем те хастар хутшăнчӗç. Виçӗ ушкăна пайланса вӗсем «Гуманитари наукисем: чӗлхе пӗлӗвӗ тата литература», «Гуманитари наукисем: таврапӗлӳ, истори тата культура», «Çутçанталăк наукисем: хими, биологи, экологи» секцийӗсенче хăйсен наукăпа тӗпчев ӗçӗсене хӳтӗлерӗç, та­рăн пӗлӗвӗпе пултарулăхне кă­тартрӗç....

Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатра иртнӗ «Яковлев вулавӗсем» регион­сем хушшинчи наукăпа практика конференцине республикăри районсенчен шкул ачисем те хастар хутшăнчӗç. Виçӗ ушкăна пайланса вӗсем «Гуманитари наукисем: чӗлхе пӗлӗвӗ тата литература», «Гуманитари наукисем: таврапӗлӳ, истори тата культура», «Çутçанталăк наукисем: хими, биологи, экологи» секцийӗсенче хăйсен наукăпа тӗпчев ӗçӗсене хӳтӗлерӗç, та­рăн пӗлӗвӗпе пултарулăхне кă­тартрӗç.

Алексеевски районӗнчи Чă­ваш Майни шкулӗн 5-мӗш класс вӗренекенӗ Ангелина Семенова икӗ тӗпчев ӗçӗпе хутшăнчӗ. «Чăваш Майни ялӗнче хӗл каçакан кайăксен тӗсӗсене тӗпчени» (наука ертӳçи Н.Н.Горбунова) тата «Чӗрчунсем çинчен çырнă вырăс тата акăлчан халăх халапӗсене «Три медведя» тата «Goldilocks and The Three Bears» халапӗсене тӗслӗхе илсе танлаштарни» (наука ертӳçи Е.Т. Игнатьева) темăсемпе ӗçӗсене хӳтӗлесе Ангелина 1-5-мӗш класс вӗренекенӗсем хушшинче икӗ хутчен II вырăн йышăнчӗ. Çак шкултах 3-мӗш класра вӗренекен Элина Игнатьева та «Хурăн йывăççи Раççей халăхӗсен йăли-йӗркисенче» темăпа тӗп­чев ӗçне хӳтӗлесе (наука ер­тӳçи А.А. Егорова) III вырăна тивӗçрӗ. Элина «хурăн» сăмахăн чăвашла, вырăсла, тутарла, мăкшăлла пӗлтерӗшӗсем çинчен каласа пачӗ, танлаштарусем турӗ.

Кунсăр пуçне хăйсен сек­цийӗ­сенче 1-5-мӗш классем хушшинче I вырăна Дарья Малова, Егор Наумов (Анат Кама), Мария Александрова (Элмет районӗ, Патраклă), II вырăна Леонид тата Семен Лаврентьевсем (Нурлат районӗ, Киклӗпуç), III вырăна Ян Носевич, Ника Куприянова (Анат Кама), Алина Алексеева, Степан Иванов, Анна Иванова, Леонид Лаврентьев (Нурлат районӗ, Киклӗпуç) тивӗçрӗç, 6-11-мӗш классем хушшинче I вырăна Кристина Ефимова (Аксу районӗ, Кивӗ Илтрекьел), Екатерина Кузьмина, Олег Присухин, Богдан Павлов (Анат Кама), II вырăна Ангелина Большакова (Çӗпрел районӗ, Хулаçырми), Милена Сизова, Роман Абдулкин (Анат Кама), III вырăна Кристина Титова (Аксу районӗ, Кивӗ Ӳсел), Сергей Малов (Анат Кама) йышăнчӗç.

Питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ çамрăк тӗпчевçӗсем. Ӗçӗсен хăтлавӗсене курма, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма ачасене çеç мар, аслисене те интереслӗ пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев