Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Анат Кама (Нижнекамский)

Чи ватă чăваш ансамблӗн юрри-ташши хальхилле

Вăл чăннипе те Тутарстанри чи аслă чăваш ансамблӗсенчен шутланать. Ячӗ илемлӗ те янравлă - «Шăнкăрав». Ăна Анат Камăра пурăнакан чăвашсем СССР арканичченех,1989 çулта йӗркелесе янă. Пӗрремӗш ертӳçи тата аккомпониаторӗ ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Борис Никитин композитор пулнă. «Нижнекамскнефтехим» çумӗнчи ансамбль кун-çулӗнче тӗрлӗ тапхăр пулнă, ертӳçӗсем улшăннă, купăсçисем. Анчах Анат...

Вăл чăннипе те Тутарстанри чи аслă чăваш ансамблӗсенчен шутланать. Ячӗ илемлӗ те янравлă - «Шăнкăрав». Ăна Анат Камăра пурăнакан чăвашсем СССР арканичченех,1989 çулта йӗркелесе янă. Пӗрремӗш ертӳçи тата аккомпониаторӗ ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Борис Никитин композитор пулнă. «Нижнекамскнефтехим» çумӗнчи ансамбль кун-çулӗнче тӗрлӗ тапхăр пулнă, ертӳçӗсем улшăннă, купăсçисем. Анчах Анат Кама чăвашӗсем пӗр çул та юрлама чарăнман, тӗрлӗрен конкурссемпе фестивальсене тăтăшах хутшăннă. Ку ӗçре аслисене 34 номерлӗ гимнази-интернатра вӗренекенсем те пулăшаççӗ. Халӗ те хăйӗн анлă репертуарӗпе тӗлӗнтерме пăрахмасть «Шăнкăрав». Унăн юррисемпе ташшисемпе юррисем хальхиллерех пулнине те асăрхамасăр иртме çук, унта хутшăнакан яш-кӗрӗм витӗмӗпе пулса иртет пулмалла çакă. Ансамбле 2011 çултанпа çамрăк музыкант Татьяна Носевич ертсе пырать, ташшисене лартаканӗ Татьяна Петрова, аккомпониатор Сергей Петров.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев