Çӗнӗ çын мӗншӗн шыв ăсать?
Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернатра Тăван чӗлхе кунне халалласа февралӗн 21-мӗшӗнче регионсем хушшинчи «Ăçта? Хăçан? Мӗн?» ăс-хакăл вăййи иртрӗ. Гимназистсемсӗр пуçне унта Аксу районӗнчи Савгачево, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни шкулӗсен вӗренекенӗсен, И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн вырăс тата чăваш журналистикин факультечӗн студенчӗсен командисем хутшăнчӗç. Шел пулин те, çанталăк условийӗсене пула...
Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернатра Тăван чӗлхе кунне халалласа февралӗн 21-мӗшӗнче регионсем хушшинчи «Ăçта? Хăçан? Мӗн?» ăс-хакăл вăййи иртрӗ. Гимназистсемсӗр пуçне унта Аксу районӗнчи Савгачево, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни шкулӗсен вӗренекенӗсен, И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн вырăс тата чăваш журналистикин факультечӗн студенчӗсен командисем хутшăнчӗç.
Шел пулин те, çанталăк условийӗсене пула ăмăртăва Çарăмсан тата Элмет районӗсен вӗренекенӗсем килеймерӗç. Вӗсен сӗтелӗсем хушшине педагогсен ушкăнӗ ларчӗ.
Анаткамăсем кăçалхи вăййа Тутарстанри Экологи, Чăваш Республикинчи Атте-анне çулталăкӗсене халалларӗç. Брейн-рингăн яланхи ертӳçи Татьяна Леонтьева интереслӗ ыйтусем хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, упăшкан пиччӗшне мӗнле чӗнеççӗ, туй хыççăн çамрăк çынна мӗншӗн шыв ăсма янă, Шупашкарти Управçă-анне палăк çине мӗнле каларăш çырнă? Унсăр пуçне ребуссем шутламаллаччӗ, ваттисен сăмахӗсене вӗçлемеллеччӗ, юрăсене юрлакансен ячӗсене тупмаллаччӗ. Сăмах май, ыйтусен хушшинче Тутарстанра çуралнă халăх поэчӗсен Петӗр Хусанкайăн тата Порфирий Афанасьевăн юбилейӗсемпе çыхăнтарнисем те пурччӗ.
Ăс-хакăл виййинче Аксу районӗнчи Савгачево вӗренекенӗсен команди - I, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн студенчӗсем - II, Анат Камăри 34-мӗш гимнази вӗренекенӗсен команди III вырăнсене йышăнчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев