Çӗр чăмăрӗ тавра чупа-чупа...
Кӳршӗ яла шкула чупнӑ чухне те, çырма пӑрӗ çинче шар хӑваланӑ самантсенче те - пӗчӗк Лёня шухӑшлама та пултарайман ӗнтӗ - хӑй хӑçан та пулин çӗр чӑмӑрӗ тавра чупас пулсан халиччен виçӗ-тӑватӑ çаврӑм тӑвасса. Ара, çулсерен вӑл виçӗ е тӑватӑ пин çухрӑм чупать çке! Тен, ытларах та. Вӑл - Анат...
Кӳршӗ яла шкула чупнӑ чухне те, çырма пӑрӗ çинче шар хӑваланӑ самантсенче те - пӗчӗк Лёня шухӑшлама та пултарайман ӗнтӗ - хӑй хӑçан та пулин çӗр чӑмӑрӗ тавра чупас пулсан халиччен виçӗ-тӑватӑ çаврӑм тӑвасса. Ара, çулсерен вӑл виçӗ е тӑватӑ пин çухрӑм чупать çке! Тен, ытларах та. Вӑл - Анат Кама хулинче пурӑнакан пултаруллӑ чӑваш, çӑмӑл атлетикӑри спортсмен Леонид Петров. Пенси çулӗсене çитсе тӗп ӗçӗнчен тивӗçлӗ канӑва кайса та лӑпланса лармасть-ха вӑл, тӗнче шайӗнчи амӑртусене хутшӑнмасӑр пӗртте юлмасть. Халӗ çеç Мускаври марафонран медальпе таврӑнчӗ, хӑй ӳсӗмӗнчи ветерансем хушшинче çӗнтернӗ!
Леонидӑн спортри çитӗнӗвӗсем çинчен туллинрех каласа париччен маларах ун кун-çулӗпе паллашар-ха. Лёня иртнӗ ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурри пуçлансан Аксу районӗнчи Саврӑшпуç ялӗнче, колхоз ӗçченӗсен кил-йышӗнче çуралнӑ. Ашшӗ, Мишук, йывӑçпа ӗçлеме ӑста пулнӑ, таçта та ӗлкӗрсе пынӑ, пӗрлехи хуçалӑх валли те, ял-йышсем валли те çуна-урапа, катка-пичке туса панӑ. Таврари ялсенче пӗр маçтӑр! Пысӑкрах япаласемсӗр пуçне кулленхи ӑпӑр-тапӑрпа аппаланнӑ, кӗвенте, йӗке... ачасем валли çунашкасем, йӗлтӗрсем тунӑ. Лёня ача чухне ытларах çуран ӑмӑртса чупассине мар, йӗлтӗр çине тӑрса хӑвалама юратарах панӑ. Тӑваттӑмӗш класс хыççӑн вӑл кӳршӗ Савгачевори вӑтам шкула çӳресе ӑнӑçлӑ вӗçленӗ, малашне ӑмӑртас ӗмӗчӗсем тӗвӗленнӗ.
Салтак аттине тӑхӑнсан та, кулленхи пӗрпеклӗхпе, службӑри хусканусемпе çеç çырлахман, ытти юлташӗсем каннӑ чухне пӗчченех тухса кунсерен пилӗк çухрӑм чупма май тупнӑ.
Шӑпи Леонида 1978-мӗш çулта Анат Камӑ хулине илсе çитернӗ. Ку вӑхӑта вӑл шофёра вӗренсе тухса ӗçлесе те ӗлкӗрнӗ, хулара малтан автохуçалӑхра тӑрӑшнӑ, кӑшт каярахпа Бегишево аэропортӗнче водитель пулнӑ, мӗн пенси çулӗсене çитичченех пӑрахман çав ӗçе.
Çемье çавӑрса ача-пӑча ӳстернипе, тӗп ӗçе çӳренипе пӗрлех чупассине пӗртте манӑçа кӑларман, професионаллӑ спортсмен пулмасан та хулари, хула тулашӗнчи, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса Анат Кама чысне, Тутарстан, çӗршыв ятне хӳтӗленӗ. Чупас енӗпе рекод хыççӑн рекорд тунă, медаль хыççӑн медаль, ылтăн хыççăн кӗмӗл çӗнсе илнӗ, кубоксемпе парнесен, грамотӑсен шучӗ те çук, хума вырӑнӗ те юлман. Ачисене те, унӑн тӑватӑ ывӑл, пӗчӗкренех спорта явӑçтарнӑ. Пӗринче ачисемпе пӗрле Хусанти çурмамарафона хутшӑнса чапа тухнӑ. Тӳрех пиллӗкӗн, хӑй тата тӑватӑ ывӑл ачи те хутшӑннипе çеç мар (кӗçӗнни ун чухне çиччӗре çеç пулнӑ-ха), кӑтартнӑ пӗтӗмлетӳсемпе те - чупса тух-ха эсӗ хӑвӑн кил-йышупа 21 çухрӑм, çитменнине рекорд кӑтартса!
Анат Кама хулинче чупма юратакансен «Пчёлка» ятлӑ клубӗ пур. Шӑп çавӑнта çырӑннӑ та ӗнтӗ хӑй вӑхӑтӗнче Леонид Петров. Тренерӗсемпе, пӗр шухӑшлӑ çынсемпе килӗштерсе, туслă çыхӑнӑвне пӗртте татман. Анат Кама хулинче спортпа туслӑ çулсенче Лёньӑпа юнашар яланах юлташӗсем тата «Нефтехимик» спортклубăн тренерӗ Николай Фёдоров. Хӑйне «спорта юратакан» пек çеç кӑтартасшӑн пулин те, Леонид профессионаллӑ спорт шайӗнчи кӑтартусем тăвать. Тӗнчери, çӗршыври спорт çитӗнӗвӗсемпе кӑсӑклансах тӑрать, хӑй вӑхӑтӗнчи Олимп чемпионӗсен çитӗнӗвӗсенчен хӑш-пӗр енӗпе вырӑнти ӑмӑртусенче ирттернӗ те. Ара, Леонид тренировкăсене пӗрре те пӑрахса тӑман-çке. Халӗ те, ун патне шӑнкӑравларӑм та, тӳрех асӑрхаттарчӗ: «Кӑнтӑрла килте тупаймӑн мана». Пенси çулӗсене çитсен те вӑр-вар, лара-тӑра пӗлмен çын вӑл. Çемйипе те, тӑванӗсемпе те килӗштерсе пурӑнать, мӑнукӗсемшӗн те вӑхӑт уйӑрмаллах. Ир-ирех е çуран, е велосипедпа тухса вӗçтерет, пахчинче тӑрӑшать.
Пӗлетӗр-и эсир - Леонид Петров тӗнче шайӗнчи марафонсене аллӑ ытла хут хутшӑннӑ, килне пӗрре те парнесӗр таврӑнман. Халӗ ак Мускавра авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ марафонра вӑтӑр пин çын чупнӑ. Лёня хӑй маларах çырӑнса, ӳркенмесӗр, хӑй шучӗпе кайса килнӗ. Питӗ лайӑх кӑмӑлпа, уçӑ кулӑпа таврӑнчӗ. Сӑлтавӗ те пур: марафонӑн 42 çухрӑмне 3 сехет те 10 минутра чупса тухнӑ.
Пӗр хулара пурӑнатпӑр та, ӑна курмассерен чунӑм савӑнать вара. Туртмасть, ӗçмест. Вӑт çапла вӑл, Анат Кама чӑвашӗ, спортра тава тивӗçлӗскер.
Ют çӗршывсен чупу çулӗсенче те палӑрнӑ пирӗн Леонид. 2014 çулта Турцири Измир хулинче ветерансем хушшинче иртернӗ Европа шайӗнчи çӑмӑл атлетика чемпионатне Раççей сборнăйӗн шутӗнче хутшӑнса пиллӗкмӗш вырӑн çӗнсе илнӗ. Лёня питӗ шӑрӑх пулнипе чупăва чӑтма йывӑррине каласа парать, вӑл пӗрех парӑнман.
Яланхилле марафонсемсӗр пуçне Леонид экстремаллӑ мешехетсенчен те пӑрӑнман. Сӑмахран, хӑй аллӑ çулта чухне Питӗр хуличе ирттернӗ супермарафона хутшӑнса пӗр чарӑнми çӗр çухрăм чупса тухнӑ. Кӑтартнӑ вӑхӑчӗ тӑхӑр сехет те 35 минут, вырӑнӗ пӗрремӗш теçеткере пулнă. «Чарӑнмарӑмӑр та вӗт, - тет. - Сывлӑш çавӑрса шыв çеç сыпса илнӗ. Тата тепрехинче тӑварпа хура çӑкӑр çинӗ, ку ӗнтӗ талăкӗпех(!) чупма çырӑнсан. 24 сехет хушши пӗр чарăнмасăр чупнă-ха, 144 çухрӑма хыçне хӑварнӑ, çапах кӑмӑлсӑр саманчӗсем, хӑйӗнпе килӗшсех çитменнисем пур ятлă спортсменăн. «Эх, пӗрре çумӑр чашлаттарчӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе чӗркуççи таран шывччӗ ...» - тет.
Анчах, унӑн ӗмӗчӗ сӳнмен-ха, чупас, хутшӑнас çӗнтерес тӗллевпе пурӑнать вӑл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев