Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Анат Кама (Нижнекамский)

Эпир пӗрле

Раштав уйăхӗн 14-мӗшӗнче Анат Кама хулинчи чăвашсем «Эпир пӗрле» пысăк уяв ирттерчӗç. Уяв иккӗмӗш çул пырать, майӗпен йăлана та кӗчӗ тесен юрать. 34-мӗш гимназире вӗренекен ачасем куракансене тӗрлӗрен юрăсемпе, чăваш, вырăс, тутар, удмурт ташшисемпе савăнтарчӗç. Унсăр пуçне сцена çинчен азербайджанла, тутарла, чăвашла, вырăсла сăвăсем янăрарӗç. Хулари «Тамаша» чăваш халăх театрӗпе...

Раштав уйăхӗн 14-мӗшӗнче Анат Кама хулинчи чăвашсем «Эпир пӗрле» пысăк уяв ирттерчӗç. Уяв иккӗмӗш çул пырать, майӗпен йăлана та кӗчӗ тесен юрать. 34-мӗш гимназире вӗренекен ачасем куракансене тӗрлӗрен юрăсемпе, чăваш, вырăс, тутар, удмурт ташшисемпе савăнтарчӗç. Унсăр пуçне сцена çинчен азербайджанла, тутарла, чăвашла, вырăсла сăвăсем янăрарӗç. Хулари «Тамаша» чăваш халăх театрӗпе «Шăнкăрав» ушкăн та хăйсен илемлӗ юррисемпе, кăсăк камичӗсемпе куракансене килентерчӗç. Юрă-ташă пире пӗрлештерет, чун-хавала çӗклет. Нумай чух юрăпа пӗрле пулни туслă пулнине систерет. Раççей - пирӗн тăван кӗтес, эпир пуринпе те туслă пурăнатпăр.
Гимназире чăваш ачисемсӗр пуçне ытти халăх ачисем те вӗренеççӗ. Килти пек лару-тăру пулнăран-ши ачасем питӗ те туслă. Пӗр-пӗрне яланах пулăшаççӗ, хăйсен культурипе те тăтăшах паллаштараççӗ. Эпир пӗрле тени вара чăннипех те вӗсем çинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев