Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Анат Кама (Нижнекамский)

Илемлӗ сăмахсен хуçи

Йӑрӑс пӳллӗ , салтак тумӗ тӑхӑннӑ каччӑ юлташӗсем хушшинче гитарӑпа тӑрать е пӗчӗкрех чухне тӑкӑрлӑкпа анса лӗпӗшсем хыҫҫӑн чупса савӑнать, йӑмралӑ шыв хӗррине ҫитсе инҫете-инҫете тинкерет ... Кӗвӗ-кӗвӗ. Пурнӑҫ савӑк, Анчах мӗн кӗтет малта?.. Ҫакӑн евӗрлӗ ӳкерчӗксем ҫурала пуҫларӗҫ Сергей Ермолаевӑн тин ҫеҫ пичетрен тухнӑ "Юмахсем" ятлӑ кӗнекин хӑтлавӗнче. Вӑл...

Йӑрӑс пӳллӗ , салтак тумӗ тӑхӑннӑ каччӑ юлташӗсем хушшинче гитарӑпа тӑрать е пӗчӗкрех чухне тӑкӑрлӑкпа анса лӗпӗшсем хыҫҫӑн чупса савӑнать, йӑмралӑ шыв хӗррине ҫитсе инҫете-инҫете тинкерет

... Кӗвӗ-кӗвӗ.

Пурнӑҫ савӑк,

Анчах мӗн кӗтет малта?..

Ҫакӑн евӗрлӗ ӳкерчӗксем ҫурала пуҫларӗҫ Сергей Ермолаевӑн тин ҫеҫ пичетрен тухнӑ "Юмахсем" ятлӑ кӗнекин хӑтлавӗнче. Вӑл тата презентацине ертсе пыракан Алевтина Назарова пире сӑвӑ-юрӑ, юмах , асамлӑ асаилӳ тӗнчине ҫапла илсе кӗчӗҫ.

Тӗрӗс-тӗрӗс, - Сергей Ермолаев кӗнеке кӑларма пултарчӗ! Унта вуннӑран та ытла сӑвӑлла юмах кӗнӗ. Вуласа тӑранма ҫук. Ахаль ҫеҫ каласа памасть-ха вӑл "ӗҫ-пуҫ" мӗнле ҫаврӑнса пынине, ҫутҫанталӑка, хӑй ҫуралса ӳснӗ Чӑваш Шупашкарне, тавралӑха питӗ илемлӗ сӑнласа кӑтартать. Вуланма та ҫӑмӑл вуланать. Сӑнарсене питӗ тӑрӑшса калӑпланӑ: ача-и вӑл е ҫуллӑ арҫын, мучи; хӗрача-и е хӗрарӑм - пурте ума чӗрӗ пек тухса тӑраҫҫӗ. Каккуй унта - чӗрчун тӗнчи куҫ умӗнче! Ҫырмашкӑн чунӗ ыйтнипе ҫырнӑ та, кашни йӗрки хӑйнессӗнех юхса пымалла пек ӗнтӗ. Анчах та ҫырав ӗҫӗнчи йывӑрлӑхсем , ыйхӑсӑр каҫсем ҫинчен те каласа пачӗ пире Сергей. Ара, кашни сӑмахне вырӑнлӑ лартмалла-ҫке, лартиччен сӑмахне тупмалла-ха. Ай-хай йывӑр вӑл вырӑнлӑ сӑмах шырасси-тупасси. Тата Турӑ пани, талант пулмаллах.

Сергей Ермолаев пухӑннисене, эпир нумайӑнах марччӗ, хӑйӗн кун-ҫулӗ , кил-йышӗ ҫинчен каласа пачӗ. Cӑвӑсем вуларӗ. Кӗнекине пичетлеме пикенсен сиксе тухнӑ чӑрмавсем, хӑш-пӗр вӑрттӑнлӑхсем ҫинчен пӗлтерчӗ. Ара ,залра ытларах вырӑнти ҫыравҫӑсем ларчӗҫ те, паллах, вӗсенчен хӑшӗсем хӑйсем те кӗнеке кӑларнӑ: сӑмахран Михаил Краснов-Таркӑн, Дмитрий Храмов- Кӗрешӗн. Хальхинче ӗнтӗ вӗсем Сергей Ермолаевшӑн савӑнчӗҫ, пуринпе те пӗрле саламларӗҫ.

Презентаци Анат Камӑ хулинчи Халӑхсен Туслӑх Çуртӗнче иртрӗ. Пухӑннисене унта вырӑнти ЧНКЦ ертӳҫи Галина Анатольевна Ляхова тата 34-мӗш номерлӗ чӑваш гимназийӗн ӗҫченӗ Алевтина Анатольевна Назарова ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ, тӗп мешехе хыҫҫӑн хӑтлӑ тӗпеле йыхӑрса чей ӗҫме лартрӗҫ. Унта вара калаҫу чӑвашлӑх ҫинчен пычӗ, иртни-пулни ҫинчен ҫеҫ мар, пуласлӑх ҫинчен те хӗмленсе сӳтсе яврӗҫ... Эпир, сӑвӑ юратакансем вара автор алӑ пусса панӑ кӗнекесене ҫума пӑчӑртаса килелле таптартӑмӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев