Кама урлă тепӗр кӗпер пулать
Республикăри çӗнӗ транспорт çыхăнăвӗ Анат Камăна Çырчаллипе тата Елабугăпа çыхăнтарать. Пӗтӗмпе çак транспорт çыхăнăвӗ 90 километр пулать, тесе пӗлтернӗ Анат Кама районӗпе хулин ертӳçи Айрат Метшин «Татар-информ»агентствăна. Çӗнӗ транспорт çыхăнăвӗн строительстви Кама агломерацине туса хунипе çыхăннă-мӗн. Документ тăрăх, Кама урлă тепӗр кӗпер те хывмалла. - Пирӗн патра промышленность предприятийӗсем нумай...
Республикăри çӗнӗ транспорт çыхăнăвӗ Анат Камăна Çырчаллипе тата Елабугăпа çыхăнтарать. Пӗтӗмпе çак транспорт çыхăнăвӗ 90 километр пулать, тесе пӗлтернӗ Анат Кама районӗпе хулин ертӳçи Айрат Метшин «Татар-информ»агентствăна.
Çӗнӗ транспорт çыхăнăвӗн строительстви Кама агломерацине туса хунипе çыхăннă-мӗн. Документ тăрăх, Кама урлă тепӗр кӗпер те хывмалла.
- Пирӗн патра промышленность предприятийӗсем нумай вырнаçнăран паянах çулсем çине пысăк нагрузка тиенни сисӗнет. Çавăнпа ку проект пирӗншӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ. Вăл пысăк промышленность аталанăвӗпе, унпа пӗрлех район территорийӗн кăна мар, пӗтӗм республикăн экономикипе çыхăннă, ку вăл нефтехими, нефть тирпейлесси, энергетика, шина производстви,- тенӗ Айдар Метшин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев