Мăнуксем юратчăр чӗлхене

Сурхури вăл - «сурăх ури» сăмахран пулса кайнă теççӗ, теприсем - «сурăх ырри» тесе калакансем те пур. Çак уяв вăл юмăç ярассипе çыхăннă. Хӗрсем каçпа витене кӗрсе сурăх урине тытнă. Енчен те хӗр аллине така ури лекет - çак хӗр кăçал качча каять, сурăх ури-тӗк - кăçал качча каяймасть-ха. Анат...
Сурхури вăл - «сурăх ури» сăмахран пулса кайнă теççӗ, теприсем - «сурăх ырри» тесе калакансем те пур. Çак уяв вăл юмăç ярассипе çыхăннă. Хӗрсем каçпа витене кӗрсе сурăх урине тытнă. Енчен те хӗр аллине така ури лекет - çак хӗр кăçал качча каять, сурăх ури-тӗк - кăçал качча каяймасть-ха.
Анат Камăри 34-мӗш гимназинчи 4-мӗш класра вӗренекен ачасем хулари «Тамаша» театр артисчӗсемпе пӗрле чăвашсен авалхи «Сурхури» уявӗпе савăнтарчӗç. Гимназири уява 4-мӗш классем выляса уявлама пуçларӗç. Ачасем пӗрле пуçтарăнса килӗрен киле çӳрерӗç. Хапăл туса йышăнакансене юрă-ташăпа савăнтарчӗç, кам ачасене кӗртесшӗн пулмарӗ - вӗсене хăртса юрлама пăхрӗç. Кил хуçисем ачасене тӗрлӗрен çимӗçпе сăйлама тăрăшрӗç: печени, пăрçа, çу, тӗрлӗ йышши кӗрпе. Импровизациленӗ ял тăрăх çаврăнса тухсассăн ачасем кучченеçсене пӗрле çиме пикенчӗç.
«Тамаша» артисчӗсем вара çак уява ӗлӗк-авал мӗнле ирттернине питӗ тӗплӗн кăтартса пачӗç. Аслă ăру çамрăксене тăван халăхăн йăли-йӗркисем çинчен каласа пани, кăтартни чи паха самант. Çавна май мăнуксен хăйсен тăван челхине хисеплес, юратас кăмăлӗ вăйланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
25 февраля 2021 - 13:14Кума, атя кино курма! Вӑл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче ҫуралса ӳсни, урамра Кама леш енчи шартламасем хуҫалансан та, тӗлпулусене уйрӑм ӑшӑлӑх туйӑмӗ кӗртрӗ. Ентеш-режиссёр "Священная роща чувашского кинематографа" фильма презентацилерӗ.2500
-
25 февраля 2021 - 10:52СалаваTIK - Әпипә / Татарская народная песня / Присоединяйся к "СалаваTik"ам.2600
-
24 февраля 2021 - 14:47Ăмсанаканăн пуçӗ пăтранать, вара хăй мӗн тунине те ăнланмасть Ăмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй. Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, тепри вара....14001
-
24 февраля 2021 - 08:32Чӑвашла кино Тутарстанпа утать "Кинон куракана вӑл кинозалта ларнине мантармалла", – тенӗ Роман Полански режиссер. Чӑвашла кино ҫакна тума пултарчӗ13000
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.7101
-
19 февраля 2021 - 09:54Юратнă аттене, кукаçее, асаттене, тăвана чун-чӗререн юратса юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче пурăнакан Юрий Григорьевич НИКИТИН февралӗн 7-мӗшӗнче 70 çул тултарчӗ9602
-
19 февраля 2021 - 09:48Чăваш Енри пӗтӗм тăванӗсем саламлаççӗАксу поселокӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Çарăмсан районӗнчи Анат Каменка участокӗнче тăрăшакан врач, юратнă Алевтина Александровна ПРОСВИРКИНА февралӗн 19-мӗшӗнче юбилейне паллă тăвать9100
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ244800
-
22 февраля 2021 - 12:15«Тăван çӗршывра тăнăçлăх хуçалантăр», – теççӗ хӗсмет тивӗçне чыслăн пурнăçлакан Никифоровсем Тӗлӗнмелле майпа шăвать çын пурнăçӗ. «Ăраскал мӗнле вӗт», – тетпӗр эпир ку е вăл пӗлӗш çинчен калаçнă май. Анчах та шăпана эпир ытларах чухне хамăр тăрăшулăхпа, ӗçченлӗхпе йӗркелесе «çырса» пымастпăр-ши? Валентин Никифоров подполковник та çаплах çирӗплетет. Нурлат районӗнчи Кивӗ Чаллă ялӗнче çуралса ӳснӗ чăваш ачи РФ ракета çарӗсенче хӗсмет иртекен офицерсен династине пуçарса янă. Çемье историйӗ вӗсен тарăнах та мар-ха. Анчах та питӗ пуян та мухтава тивӗçлӗ. Аванни – веçех малашне.20801
-
22 февраля 2021 - 12:04Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳселӗнче çуралса ӳснӗ Николай Софонов: «БМПна тракторпа танлаштараймăн» Николай Софонов Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Ашшӗ-амăшӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем Тимофейпа Мария Софоновсем, ăна шанчăклă, хăюллă пулма вӗрентсе ӳстернӗ. Çакă Николая Афган вăрçин йывăрлăхӗсене тӳссе ирттерме пулăшнă та каярах. Вăл 108-мӗш дивизин 781-мӗш уйрăм батальонӗн 2-мӗш разведротинче хӗсмет иртнӗ. Икӗ хутчен «Хастарлăхшăн» медале тивӗçнӗ. Николайăн Афганистанри хӗсметпе çыхăннă асаилӗвӗсемпе паллашма сӗнетпӗр сире, хаклă вулакансем.18801
-
22 февраля 2021 - 11:58Тимофей Туйдуков ачасене Афган вăрçинче хăйӗн куçӗпе курнине каласа пачӗ Февралӗн 15-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Çармăс шкулӗнче совет çарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 32 çул çитнине халалласа «Афганистан: паттăрлăх тата астăвăм» ятпа асăну мероприятийӗ иртрӗ. Ăна истори вӗрентекенӗ В.Н.Тихонов хатӗрленӗ. Ялти библиотекарь Л.Караева шкулта вӗренекенсене Афган вăрçи çинчен, унта совет салтакӗсем кăтартнă паттăрлăх пирки тӗплӗн каласа пачӗ.17400
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика