Усăллă класс сехечӗ
Анат Кама хулинче ăшă та çутă вырăн пур. Вăл - 34 № гимнази-интернат. Кашни ир хулан пӗтӗм вӗçӗнчен кунта ачасем васкаççӗ. Кăçалхи вӗренӳ çулӗнче гимназин 1-мӗш класӗнче 25 ача вӗренет. Нумаях пулмасть 1-мӗш классемпе интереслӗ те усăллă класс сехечӗ ирттертӗмӗр. Ачасем инвалидсем çинчен хатӗрленӗ презентаци пăхрӗç, вӗсен чăтăмлăхӗ, вăйӗ, пурнăçа...
Анат Кама хулинче ăшă та çутă вырăн пур. Вăл - 34 № гимнази-интернат. Кашни ир хулан пӗтӗм вӗçӗнчен кунта ачасем васкаççӗ. Кăçалхи вӗренӳ çулӗнче гимназин 1-мӗш класӗнче 25 ача вӗренет. Нумаях пулмасть 1-мӗш классемпе интереслӗ те усăллă класс сехечӗ ирттертӗмӗр. Ачасем инвалидсем çинчен хатӗрленӗ презентаци пăхрӗç, вӗсен чăтăмлăхӗ, вăйӗ, пурнăçа вăйлă юратни, телейлӗ пуласса шанни çинчен калаçрăмăр. Класс сехетне Реназ Сабирова чӗннӗччӗ. Вăл инвалид, япăх куракан ача, 4-мӗш класра вӗренет. Реназ ачасене вӗренӳре мӗнле йывăрлăхсем пулни çинчен каласа пачӗ. Ачасем Реназа шăппăн та тимлӗн итлерӗç, хăйсен аллисемпе тунă парнесем парнелерӗç. Тата эпир мӗнле сывлăха çирӗплетмелли çинчен калаçрăмăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев