Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Анат Кама (Нижнекамский)

Ярăнма кайнă та...

Ку пысăк инкек январӗн 9-мӗшӗнче Анат Кама районӗнчи «Алнаш» йӗлтӗр базинче пулнă. Кунта 28 çулти хӗрарăма мăйӗнчен тата пуçӗнчен 11 хутчен çӗçӗпе чиксе вӗлернӗ. Çак факт енӗпе халӗ уголовнăй ӗç пуçарнă, оперативлă шырав ӗçӗсем пыраççӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, ку хӗрарăм мăшăрӗпе тата пӗчӗк ывăлӗпе базăна йӗлтӗрпе ярăнма килнӗ. Кăнтăрла...

Ку пысăк инкек январӗн 9-мӗшӗнче Анат Кама районӗнчи «Алнаш» йӗлтӗр базинче пулнă. Кунта 28 çулти хӗрарăма мăйӗнчен тата пуçӗнчен 11 хутчен çӗçӗпе чиксе вӗлернӗ. Çак факт енӗпе халӗ уголовнăй ӗç пуçарнă, оперативлă шырав ӗçӗсем пыраççӗ.

Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, ку хӗрарăм мăшăрӗпе тата пӗчӗк ывăлӗпе базăна йӗлтӗрпе ярăнма килнӗ. Кăнтăрла 14 сехет тӗлӗнче вăл пӗчченех ярăнма кайнă та çухалнă. Тепӗр темиçе сехетрен те арăмӗ таврăнманнине кура упăшки кун çинчен йӗрке хуралçисене пӗлтернӗ. Çӗрле икӗ сехет тӗлӗнче хӗрарăмăн виллине волонтерсем база территорийӗнчи вăрманта тупнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев