Ытарайми тăван чӗлхе
Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимназире пӗрремӗш тата улттăмӗш классенче вӗренекен ачасем февралӗн 16-мӗшӗнче Габдулла Тукай ячӗллӗ тӗп библиотекăра пулчӗç, Тăван чӗлхе кунне халалланă «Неповторимый мой родной язык» литература конкурсне хутшăнчӗç. Пирӗн ачасем 2,6,8-мӗш номерлӗ шкулсенчен пынă ачасемпе ăмăртрӗç. Конкурс ӗçӗсем юрă-кӗвӗпе черетленсе пычӗç. Ачасем чăвашла, тутарла, вырăсла, армянла сăвăсем каларӗç,...
Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимназире пӗрремӗш тата улттăмӗш классенче вӗренекен ачасем февралӗн 16-мӗшӗнче Габдулла Тукай ячӗллӗ тӗп библиотекăра пулчӗç, Тăван чӗлхе кунне халалланă «Неповторимый мой родной язык» литература конкурсне хутшăнчӗç.
Пирӗн ачасем 2,6,8-мӗш номерлӗ шкулсенчен пынă ачасемпе ăмăртрӗç. Конкурс ӗçӗсем юрă-кӗвӗпе черетленсе пычӗç. Ачасем чăвашла, тутарла, вырăсла, армянла сăвăсем каларӗç, ташăсем ташларӗç.
Гимназин улттăмӗш класӗнче вӗренекен Клим Захаров ваттисен сăмахӗсене, тӗрлӗ халăх çыравçисене чи лайăх пӗлекенни пулчӗ. Унăн ӳкерчӗк тăрăх йӗркеленӗ юмахӗ жюри пайташӗсене, куракансене питӗ килӗшрӗ. Çавăнпа Клим пӗрремӗш вырăна тивӗçлӗн йышăнчӗ. Маттур!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев