Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Константин Малышев Чăваш телевиденине интервью пачӗ

«ЧĂВАШ ЕН» Чăваш наци телевиденийӗ кăçалхи март уйăхӗнченпе спутник урлă эфира тухса тӗнчери пӗтӗм чăвашсене савăнтарчӗ. Нумай пулмасть вăл «Таттелеком» операторăн кабель каналӗсен пакетне кӗрсе хăй тавра тата нумайрах куракан пуçтарма пултарчӗ. Тутарстанри чăвашсен тахçанхи ӗмӗчӗ пурнăçа кӗрсе пырать темелле. Интереслӗ передачăсене ентешсем кăсăклансах пăхаççӗ. «Сувар» хаçат Наци телевиденийӗн эрнелӗх...

«ЧĂВАШ ЕН» Чăваш наци телевиденийӗ кăçалхи март уйăхӗнченпе спутник урлă эфира тухса тӗнчери пӗтӗм чăвашсене савăнтарчӗ. Нумай пулмасть вăл «Таттелеком» операторăн кабель каналӗсен пакетне кӗрсе хăй тавра тата нумайрах куракан пуçтарма пултарчӗ. Тутарстанри чăвашсен тахçанхи ӗмӗчӗ пурнăçа кӗрсе пырать темелле. Интереслӗ передачăсене ентешсем кăсăклансах пăхаççӗ. «Сувар» хаçат Наци телевиденийӗн эрнелӗх программине пичетлет.

Иртнӗ эрнере «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Анатольевич Малышев пирӗн партнерсен студийӗнче Мальвина Петрова журналистпа «Тӗплӗ калаçу» передачăра тӗлпулчӗ, редакцири ӗç-хӗл çинчен каласа пачӗ. Çак интервьюна сире те пăхма сӗнетпӗр.
Интернетри юлташсене «Сувар» хаçатăн хут версийӗпе те туслашма сӗнетпӗр. Ăна çырăнас тапхăр малалла тăсăлни пирки аса илтеретпӗр. Çырăнса илме çăмăл тата хаклă мар. «Сувар» хаçата хальхи вăхăтра Раççейри регионсенчи почтăсенче МАП (Международное агентство подписки) катаогӗнче 79273 индекспа шыраса тупма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев