Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Православи календарӗ – 2018

Куç­са пы­ра­кан праç­ник­сем Ап­релӗн 1- мӗшӗ - Турă Ие­ру­са­ли­ма кӗнӗ кун - Кăчкă праç­никӗ (Верб­ное Воск­ре­сень­е). Майăн 17-мӗшӗ - Мăн­кун ирт­сен хӗрӗх кун­тан Ии­сус Хрис­тос Еле­он тăвӗ çин­чен пӗлӗ­те хă­па­рни - Воз­не­се­ни. Майăн 27-мӗшӗ - виç-ипос­таçлă Та­са Турă кунӗ. Мăн­кун ирт­сен аллăмӗш кун пу­ла­кан уяв - Тро­и­ца (Çимӗк). Куç­ман праç­ник­сем...

Куç­са пы­ра­кан праç­ник­сем

Ап­релӗн 1- мӗшӗ - Турă Ие­ру­са­ли­ма кӗнӗ кун - Кăчкă праç­никӗ (Верб­ное Воск­ре­сень­е).

Майăн 17-мӗшӗ - Мăн­кун ирт­сен хӗрӗх кун­тан Ии­сус Хрис­тос Еле­он тăвӗ çин­чен пӗлӗ­те хă­па­рни - Воз­не­се­ни.

Майăн 27-мӗшӗ - виç-ипос­таçлă Та­са Турă кунӗ. Мăн­кун ирт­сен аллăмӗш кун пу­ла­кан уяв - Тро­и­ца (Çимӗк).

Куç­ман праç­ник­сем

Ян­варӗн 7-мӗшӗ - Ии­сус Хрис­тос çу­ралнă кун - Раш­тав.

Ян­варӗн 19-мӗшӗ - Хă­ва тӗмӗн­че Турă курăн­ни. Ии­сус Хрис­тос шы­ва кӗнӗ кун - Кă­шар­ни.

Фев­ралӗн 15-мӗшӗ - Кӗт­се ил­ме кай­ни, хирӗç тух­са кӗт­се ил­ни - Сре­те­ни.

Ап­релӗн 7-мӗшӗ - Та­са­ран Та­са Хӗ­ре Ырă Хы­пар пӗлтерни - Пăл­хавăш­ни.

Ав­густăн 19-мӗшӗ - Турă çап-çутă пул­са курăн­ни - Пре­об­ра­же­ни.

Ав­густăн 28-мӗшӗ - Турă Амăшӗ леш тӗн­че­не канăç­лан­са куç­са кай­ни - Ус­пе­ни.

Сен­тябрӗн 21-мӗшӗ - Турă Амăшӗ çу­ралнă кун.

Сен­тябрӗн 27-мӗшӗ - Хӗ­ре­се çӗк­ле­се кă­тарт­ни - Возд­ви­же­ни.

Де­кабрӗн 4-мӗшӗ - Таса Хӗре, пулас Турă Амăшне Марийăна Чиркӗ­ве кӗртни ­- Вве­де­ни.

Аслă праç­ник­сем

Ян­варӗн 14-мӗшӗ - Турă ӳтне Мо­и­сей йă­ли­пе кас­тар­ни - Об­ре­за­ни.

Апрелӗн 8-мӗшӗ - Хрис­тос чӗрӗлнӗ Аслă кун - Мăн­кун.

Июлӗн 7-мӗшӗ - Иоанн Предтеча щуралнж кун.

Июлӗн 12-мӗшӗ - Çветтуй Петрпа Павел апостолсен кунӗ. Çыр­ла çи­мел­ли кун - Пит­рав.

Сен­тябрӗн 11-мӗшӗ - Ио­анн Пред­те­ча пуç­не каснă кун.

Ок­тябрӗн 14-мӗшӗ - Таса Турă Амăшӗн Çивитти хӳтти кунӗ - Пук­рав.

Ну­май кун тыт­мал­ли типӗ­сем

Февралӗн 19-мӗшӗн­чен пуçласа ап­релӗн 7-мӗшӗч­чен - Аслă типӗ - Мăн­кун тип­пи.

Июнӗн 4-мӗшӗн­чен пуçласа июлӗн 11-мӗшӗч­чен - Пит­рав тип­пи.

Ав­густăн 14-27-мӗшӗсенче - Ус­пе­ни тип­пи (Сăпас типпи).

Но­ябрӗн 28-мӗшӗн­чен пуçласа ян­варӗн 6-мӗшӗч­чен - Раш­тав тип­пи.

Пӗр кун тыт­мал­ли типӗ­сем

Ян­варӗн 18-мӗшӗ - Турă шы­ва кӗ­рес умӗн­хи кун.

Сен­тябрӗн 11-мӗшӗ - Ио­анн Пред­те­ча пуç­не каснă кун.

Сен­тябрӗн 27-мӗшӗ - Возд­ви­же­ни. Хӗ­ре­се çӗк­ле­се кă­тартнă кун.

Та­та çап­лах типӗсӗр эр­не­пе Çвет­ке вăхăчӗсӗр пуç­не çул­талăк тăршшӗ­пе юн­кун­па эр­не­кун.

Вил­ни­се­не асăн­мал­ли кун­сем

Февралӗн 12-мӗшӗ - Хрис­то­са шаннăшăн хӗсӗр­ленӗ вăхăт­ра асап кур­ни­се­не асăн­мал­ли кун. Пӗтӗм тӗнчери ваттисене асăнмалли кун.

Мартăн 3-мӗшӗ - Мăн­кун тип­пин иккӗмӗш шă­мат­кунӗ.

Мартăн10-мӗшӗ - Мăн­кун тип­пин виççӗмӗш шă­мат­кунӗ.

Мартăн 17-мӗшӗ - Мăн­кун тип­пин тă­ват­тă­мӗш шă­мат­кунӗ.

Апрелӗн 17-мӗшӗ - Ра­до­ни­ца - Ват­ти­сен кунӗ.

Майăн 9-мӗшӗ- Вăрçăра пуç хунисене асăнмалли кун.

Майăн 26-мӗшӗ - Троица умӗнхи (Çимӗк) ваттисене асăнмалли кун.

Ноябрӗн 3-мӗшӗ - Дмитриевски ваттисене асăнмалли кун.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев