Сувар

Конгресс РФ Президенчӗн грантне тивӗçнӗ. Саламлатпăр!

Гражданла обществăна аталантарма РФ Президенчӗн грантне илессипе конкурса координаци комитечӗ ӗнер, ноябрӗн 22-мӗшӗнче, пӗтӗмлетнӗ. Иккӗмӗш хут иртнӗ конкурсра Раççейри 85 регионтан пурӗ 2243 коммерцилле мар организаци çӗнтернӗ. Грантсен пӗтӗмӗшле сумми 4,4 млрд тенкӗпе танлашнă. Çӗнтерӳçӗсен хушшинче кăçал Чăваш наци конгресӗ те пур. Конкурсра вăл «НАЦИОНАЛЬНОЕ ДОСТОЯНИЕ НАРОДОВ - ДОСТОЯНИЕ РОССИИ»...

Гражданла обществăна аталантарма РФ Президенчӗн грантне илессипе конкурса координаци комитечӗ ӗнер, ноябрӗн 22-мӗшӗнче, пӗтӗмлетнӗ. Иккӗмӗш хут иртнӗ конкурсра Раççейри 85 регионтан пурӗ 2243 коммерцилле мар организаци çӗнтернӗ. Грантсен пӗтӗмӗшле сумми 4,4 млрд тенкӗпе танлашнă.

Çӗнтерӳçӗсен хушшинче кăçал Чăваш наци конгресӗ те пур. Конкурсра вăл «НАЦИОНАЛЬНОЕ ДОСТОЯНИЕ НАРОДОВ - ДОСТОЯНИЕ РОССИИ» МЕЖРЕГИОНАЛЬНОЙ ОБЩЕСТВЕННОЙ ОРГАНИЗАЦИИ «ЧУВАШСКИЙ НАЦИОНАЛЬНЫЙ КОНГРЕСС» проектпа (Чăваш Енри тата регионсем хушшинчи мероприятисен ярăмӗ çинчен) хутшăннă. Проектри мероприятисен географийӗ анлă: Чăваш Ен, Крым, Тутарстан, Пушкăртстан республикисем, Мускав, Челябинск, Тюмень, Саратов, Ульяновск, Самар, Иркутск, Оренбург облаçӗсем, Красноярск крайӗ, Мускав, Санкт-Петербург, Пенза, Мурманск хулисем.

ЧНК тивӗçнӗ грантăн сумми 3 755 650 тенкӗ. ЧНК пресс-служби проект мӗнле пурнăçланни çинчен информаципе, ӗç планӗпе, фото тата видеорепортажсемпе Чăваш наци конгресӗн http://chnk.ru/ сайтӗнче паллашма пулнине пӗлтерет.

Чăваш наци конгресне РФ Президенчӗн грантне тивӗçнӗ ятпа Тутарстан чăвашӗсен ятӗнчен саламлатпăр! (Сăнӳкерчӗк ЧНК сайтӗнчен).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: