Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш театрӗ çинчен фильм ӳкереççӗ

(Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн 100 çулхи юбилейӗ тӗлне театрăн пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ, кун-çулӗ çинчен «Чăваш чунлă театр» документлă фильм ӳкереççӗ. Ӳкерӳ ушкăнӗ (сценарисчӗ А.Тарасов журналист, çыравçă, драматург, режиссерӗ ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Л.Трифонов тата операторӗ В.Филиппов)ӗнер Хусанта пулчӗç. Вӗсем Чăваш театрӗн пӗрремӗш спектакльне...

(Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн 100 çулхи юбилейӗ тӗлне театрăн пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ, кун-çулӗ çинчен «Чăваш чунлă театр» документлă фильм ӳкереççӗ. Ӳкерӳ ушкăнӗ (сценарисчӗ А.Тарасов журналист, çыравçă, драматург, режиссерӗ ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Л.Трифонов тата операторӗ В.Филиппов)ӗнер Хусанта пулчӗç. Вӗсем Чăваш театрӗн пӗрремӗш спектакльне (Н.Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» пьеси тăрăх хатӗрленӗ постановкăна) лартнă Хусанти Çамрăксен театрӗнче сюжет ӳкерчӗç.

«Фильм чăваш театрӗн историйӗ, артисчӗсем, чăваш театрӗнче лартнă, халăха килӗшнӗ, пысăк пӗлтерӗшлӗ спектакльсем çинчен пулӗ. Чăваш театрӗн историйӗ çав тери пуян, И.Максимов- Кошкинский Хусанта хальхи Çамрăксен театрӗн сцени çинче лартнă «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» пӗрремӗш спектакльтен çӗршыв шайӗнче палăрса тăракан театр пулса тăнă. Пирӗн театрпа чăнласах та мухтанма пулать, сăмахран, эпӗ пӗлместӗп пирӗн тăрăхри театрсенчен хăшӗнче СССР халăх артисчӗсем тăваттăн таранах? Енчен те Совет Союзӗ арканман пулсан СССР халăх артисчӗсем пирӗн тата ытларах пулма пултаратчӗç. Унсăр пуçне пӗрех май аталанса пыракан театр та вăл пирӗн. Историне репертуар тăрăх пăхатăп та тӗлӗнетӗп, мӗнле кăна спектакль лартман?! 1968 çулта театр хăйӗн 50 çулне паллă тунă. Çав 50 çул хушшинче театр сцена çине 400 ытла авторăн пьесипе хатӗрленӗ спектакль кăларнă. Вӗсем ют çӗршыв авторӗсен те, вырăс классикин те, уйрăмах чăваш драматургийӗ. Театр хăй аталанса пынипе пӗрлех чăваш литературинче çӗнӗ жанр çуратнă - драма, пьесăсем çырасси. Пӗрремӗш пьесине «Канаш» хаçат редакцийӗнче ӗçленӗ М.Акимов- Авруль çырнă, спектакле 1920 çулта лартнă. Мӗн чухлӗ драматург пулнă тата. Максимов-Кошкинский хăй те çырнă. П.Осиповăн (вăл пӗр вăхăт тӗп режиссер пек театра ертсе те пынă) пьесисем «Айтар», « Кушар»... вӗсем чăваш драматургийӗн классики шутланаççӗ. Театр çитӗнтернӗ Н.Терентьев тата, унăн «Çӗрпе хӗр» пьеси шедевр. 1974 çулта театр Мускава гастрольпе кайсан Мускаври художество академи театрӗн (МХАТ) сцени çинче çак спектакле лартса критиксене тӗлӗнтернӗ.

Материал çав тери нумай, фильма пурне те мӗнле кӗртсе пӗтерӗпӗр-ши, пӗр ӗçченне те, пӗр артистне те кӳрентерес килмест. Хăй вăхăтӗнче Фаина Александровна Романова текен театр тӗпчевçи пулнă, тӗлӗнсе каймалла. «Театр, любимый народом» кӗнеке хатӗрлесе хăварнă, шел пулин те хальхи вăхăтра театр ӗçне тӗплӗн тишкерекен çынсем çук. Тӗрӗссипе, халăх çав тери юратакан театр вăл пирӗн. Фильма ӳкерме пуçларăмăр. Паян Хусана килтӗмӗр, хамăр театр пӗрремӗш спектакль лартнă Çамрăксен театрӗн сценине, залне ӳкертӗмӗр. Тӗлӗнмелле те, ку театр унччен мӗнле пулнă, çавăн пекех упранса юлнă»,- терӗ фильм пирки А. Тарасов пирӗнпе тӗл пулсан.

Ӳкерӳ ушкăнӗ «Чăваш чунлă театр» фильма декабрь уйăхӗнче вӗçлеме планлать. Театр ăна юбилей вăхăтӗнче кăтартӗ. Сăмах май, К.Иванов ячӗллӗ Чăваш академипе драма театрӗ çитес çул юбилей спектаклӗпе Хусана та килме хатӗрленет. 100 çул каялла лартнă «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» спектакле кунти Çамрăксен театрӗнчех лартӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев