Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Çӳтă кӳлӗ 90 тултарчӗ

Çакăн пек илемлӗ ятпа çӳрет Азнакай районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗ. Августăн 12-мӗшӗнче вăл хăйӗн 90 çулхи юбилейне сумлăн паллă турӗ. Ял мӗнле пуçланса кайнине çуткӳлсем Элмет районӗнчи пӳсрексемпе пӗрле театрализациленӗ представленипе питӗ ӗнентерӳллӗн кăтартнă. Тӗлӗнмелле çак хитре вырăна пуçласа Элмет районӗнчи Пӳсрек ялӗнчи тӗне кӗмен чăвашсем: Степан Паймуллин, Петриван Владимиров,...

Çакăн пек илемлӗ ятпа çӳрет Азнакай районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗ. Августăн 12-мӗшӗнче вăл хăйӗн 90 çулхи юбилейне сумлăн паллă турӗ. Ял мӗнле пуçланса кайнине çуткӳлсем Элмет районӗнчи пӳсрексемпе пӗрле театрализациленӗ представленипе питӗ ӗнентерӳллӗн кăтартнă.

Тӗлӗнмелле çак хитре вырăна пуçласа Элмет районӗнчи Пӳсрек ялӗнчи тӗне кӗмен чăвашсем: Степан Паймуллин, Петриван Владимиров, Савелий Юлтимиров, Бикмулла Пимуллин, Тимеркай Паймуллин, Савуч Мурзакаев курнă. Шăпах вӗсене Пӳсрек ял канашӗ пулăхлă çӗнӗ çӗрсем шыраса кунти помещиксен пулнă çӗрсене пăхма янă. Çак чăвашсем кунти тавралăха курнă та, урăх çӗрсем çинчен шутлама та маннă. Çапла 1927 çулта ултă чăваш хăйсен çемйисемпе пӗрле куçса килнӗ те кунта. Ял ятне те нумай шутлама тивмен. Çывăхри хитре кӳлле ытарайманнипе яла Çутă Кӳлӗ ят панă. Çӗнӗ пурнăçа çакăн пек хитре ятпа пуçланă çӗнӗ ял-йыш.

Ял халăхӗ каланă тăрăх, Степан Паймуллина кунта лаша урапи çине, хăй тунă тупăка хурсах килнӗ-мӗн. Тӗрӗс те, малтан пӗлнӗ тейӗн, нумай пурăнайман йăхташăмăр, 1927 çултах вилсе кайнă. «Леш тӗнчере те сире ертсе çӳрӗп эп»,- тенӗ имӗш вăл вилес умӗн. Çапла масар пуçӗ пулса тăнă та Степан Паймуллин.

Тепӗр икӗ çултан çӗнӗ вырăна тата 24 çемье куçса килнӗ. Çӗнӗ çӗрте пурнăç пуçлама çăмăл килмен ӗнтӗ вӗсене, апла пулин те аптраман, пӗр-пӗрне пулăшнă. Чулсенчен кăмака тунă та унта черетпе çăкăр пӗçернӗ. Сăртлă вырăнта вара çӗрпӳрт чавса, стенисене тăмпа шăлса мунча туса хунă. Унта та черетпе çăвăнса тасалнă ял-йыш.

Çапла пурте пӗрле, пӗр çемьери пек пурăннипе-и яла та пӗр урамлă кăна тунă вӗсем, ӗмӗрӗпех пурте юнашар, çумма-çуммăн пурăнма ӗмӗтленнӗ. Çерем пусса тырă акма та çăмăл пулман-ха вӗсене. Анчах йывăр ӗç мар, шартлама сивӗсем хуçма хăтланнă чăвашсене, çӗрпӳртре пурăнса нумайăшӗ чирлеме тытăннă. Пулăшăва вара çумри Учалли тутарӗсем килнӗ-мӗн, çӗнӗ ял çыннисене вӗсем хăйсен çурчӗсенче пӗрремӗш хӗле каçма чӗннӗ.

1928 çулта вара пӗрлехи вăйпа ял-йыш пурте хăйсен çурчӗсене ӗлкӗртнӗ. Çапла пуçланнă кунта тутарпа чăваш туслăхӗ.

Вăрçă пуçлансан ялти вăйпитти арçынсем пӗри те çар комиссариатне чӗнессе кӗтмен-мӗн, хăрушă хыпара илтсен хиртенех лашисем çине утланнă та пурте çар комиссариатне вӗçтернӗ. Шел, вăл вăхăтра пысăках мар ял-йышран та 20 çын фронтран каялла таврăнайман. Вӗсене асăнса ялта халӗ обелиск та лартнă.

Çӗнӗ çӗрте пӗччен мар, йышпа кăна пурнăç çӗклеме пултарнине кура-и, кунти халăх паянхи кун та питӗ туслă, пӗр çемьери пек пурăнать.

Ял юбилейне те вӗсем акă, питӗ лайăх хатӗрленнӗ. Пурне те тараватлăн кӗтсе илнӗ. Хăнасене хăналама вара сӗтел ури авăнасла апат-çимӗç хатӗрленӗ.

Хăнисем вара çутăкӳлсен сахал пулман. Шупашкарти юрăпа ташă ансамблӗ концертпа çитнӗ. Юбилейпе Элметри чăваш ансамблӗсемпе Азнакай Культура çурчӗн артисчӗсем юрă-ташăпа саламланă.

Ял юбилейӗ тӗлне чи пысăк парне вара ял-йыш, ял историйӗпе пурнăçӗ çинчен çырнă «Притяжение Светлого озера» кӗнеке презентацийӗ пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев