Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

15 сехет тӗлне Тутарстанра сасăланисем – 23,34%

Тутарстанăн тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тăрăх, паян, мартăн 15-мӗшӗнче, 15 сехет тӗлне тутарстансенчен 23,34% проценчӗ (Раççейӗпе — 20,6) суйлав участокне килнӗ. Пирӗн республикăра пӗтӗмпе 3 миллион çыннăн Раççей Президентне суйлама ирӗк пур.

Раççейӗн 8-мӗш Президенчӗн суйлавӗ паян ирхине çӗршывӗпех пуçланчӗ. Вăл кăçал виçӗ кун, мартăн 15-мӗшӗнчен пуçласа 17-мӗшӗччен пырать. Раççей гражданӗсен Президент пулма пурӗ тăватă кандидат: Владислав Даванков («Новые люди» партирен), Леонид Слуцкий (ЛДПР партирен), Николай Харитонов (КПРФ партирен), патшалăхăн хальхи ертӳçи Владимир Путин. Хăй кандидатурине вăл самовыдвиженец пек тăртнă. Суйлав çӗршывӗпех пырать.

 Паян республикăра пурӗ 65 территори тата 2722 участок суйлав комиссийӗ, больницăсемпе санаторисенче, СИЗОра тата вокзалсемпе аэропортсенче 45 вăхăтлăх суйлав участокӗ ӗçлет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2024