Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2020 çулта фермерсем харпăр хуçалăхсемпе пӗрле 130 миллиард тенкӗлӗх ял хуçалăх продукцийӗ туса илнӗ

Пӗр шутласан, ял çыннине çӗрпе ӗçлеме, выльăх-чӗрлӗх усрама вӗрентмелле мар пек, мӗн пӗчӗкрен курса ӳсетпӗр вӗт. Хамăр çемьене çитмелӗх пахча çимӗç, аш-какай туса илме эпир чăнах та пӗлетпӗр.​ Анчах ял хуçалăхӗ тата тупăш та кӳтӗр тесен – вӗренмеллех. Калăпăр, ятарлă бизнес-план çук-тăк, лайăх тупăш илесси иккӗленӳллӗ. Шăпах çак тӗллевпе Раççей ял хуçалăх банкӗ ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствипе пӗрле «Фермер шкулӗ» проект пуçарчӗ. ​

Проекта хутшăнакансем Хусанти аграри университетӗнче февралӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа «Фермер хуçалăхӗн агробизнесӗ» вӗрентӳ программипе вӗренме пуçлаççӗ. Икӗ уйăха тăсăлакан курсра фермер ӗçне мӗнле илсе пырассин теорине практикăпа çирӗплетеççӗ вӗсем. «Аш валли тата сăвăнакан выльăх-чӗрлӗх ӗрчетесси» енӗпе практика вӗрентӗвне Лайăш, Çӳлту, Рыбно-Слободски районӗсенче, «Чăх-чӗп ӗрчетессипе» Ешӗлвар, Лайăш районӗсенче йӗркеленӗ.

Каларăмăр ӗнтӗ, тӗп тимлӗх –​ бизнес-план. Ăна мӗнле çырмаллине вӗреннисӗр пуçне хăйсен бизнес-планне те хатӗрлеççӗ, проект вӗçӗнче вара хӳтӗлеççӗ. Хăйне евӗрлӗ экзамен шутланать ку.
Бизнес-план çав тери лайăх пулсан та, ăна укçасăр пурнăçа кӗртме çук. Çак ене те шута илнӗ. Пулас фермерсем вӗреннӗ хушăрах ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин «Агростартап» грант конкурсӗ валли хутсем хатӗрлеççӗ.
Теорипе практика пайӗсене ăнăçлă иртнисене Диплом параççӗ. Грант конкурсӗнче çӗнтернисем вара грант укçисӗр пуçне хăйсен ӗçне пуçарма тата Раççей ял хуçалăх банкӗн «Фермер пул» ятарлă кредитне (çулталăкне 5 процентпа 10 çула 9 миллион тенке яхăн) илме пултараççӗ.
Сăмах май, фермер юхăмӗ пуçланнăранпа кăçал 30 çул çитет. Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шаймиев тӗрев панипе пирвайхи 254 фермер хуçалăхӗ (пӗтӗмпе 11,5 пин гектар çӗр) 1991 çулта йӗркеленнӗ. Халӗ республикăра пӗтӗмпе 4 пин (370,4 гектар çӗр лаптăкӗ). 2020 çулта фермерсем харпăр хуçалăхсемпе пӗрле акă, 130 миллиард тенкӗлӗх ял хуçалăх продукцине туса илнӗ. Республикăн пӗтӗмӗшле ял хуçалăх продукцийӗн çурри ку. Пурӗ 1300 пин тонна тӗштырă, 155 пин тонна сахăр чӗкӗнтӗрӗ, 1346 пин тонна пахча çимӗç. Хуçалăхӗсенче пурӗ 104,9 пин пуç мăйракаллă шултра выльăх (вӗсенчен 36,9 пинӗшӗ сăвăнакан ӗне), 10 пин пуç лаша, 40 пин пуç ытла сурăх-качака, 2,1 миллион пуç кайăк-кӗшӗк.
Продукцие туса илессинчен ытла ăна вырнаçтарасси хумхантарать фермера. Рынока кӗрсе хăйсен вырăнне йышăнма çăмăл мар вӗсене.​ Республика ку енчен те пулăшма тăрăшать. Ял хуçалăх продукцине сутассипе тирпейлессине ял хуçалăх кооперативӗсем урлă пурнăçласси вăй илсе пырать. Паянхи кун чи нумай кооперативсем Кукмор, Саба, Арск, Лайăш, Мамадыш районӗсенче ӗçлеççӗ. Кунсăр пуçне республикăн хулисенче çулсерен кӗркунне иртекен ял хуçалăх ярмăрккисенче те вырнаçтарма пултараççӗ.
Куратпăр ӗнтӗ, фермер юхăмӗ республикăра аталанать. Ялсенче хăйсен ӗçне пуçлакансен шучӗ те, вӗсем туса илекен продукци те çулсерен ӳсет. Ӗçе тӗрӗс те тупăшлă тума вара «Фермер шкулӗ» проект пулăшать.

Ирина КУЗЬМИНА.
И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев