2020 çулта пӗрремӗш класа килекен пулмасть...
Чăваш Майнинче ача çуратакансем урăх çук.
Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнине пӗчӗк ял теме çук, çак тăрăхри пӗртен-пӗр чăваш ялӗ вăл. Кунта харсăр та хăюллă çынсем пурăнаççӗ. Çакна Хусанта футбол юратакансен лигинче ЧНКА команди пурри те çирӗплетет, унта шăкăрин Чăваш Майни каччисем вӗт! Вӗсене парăнтаракан сахал пулкалать. Ытти çитӗнӳсемпе те палăрса тăрать çак ял, сăмахран, Тутарстанри чăваш çыравçисен съезчӗ те çакăнта темиçе хут иртрӗ. Ял аталанассине малашне те шанас килет. Пӗр анчах, ытти çӗрти пекех çулран-çул ача шучӗ чакса пырать. Чăваш Майнинчи тӗп шкулта 1-9-мӗш классенче пурӗ 38 ача вӗренет. Танлаштарма, 1999 çулта çӗнӗ шкул уçăлсан кунта 100 ача вӗреннӗ, шкул кӗрлесе тăнă. Çав вăхăтсене тунсăхласа аса илеççӗ вӗрентекенсем. Кăçал та акă пӗрремӗш класа пурӗ те пӗр ача кăна килнӗ. Класра пӗччен пулнăран 1-мӗшпе 2-мӗш классене пӗрлештерме тивнӗ. Кăçал ялта пӗр ача та çуралман иккен. Шкултах вырнаçнă садике хальхи вăхăтра 18 ача çӳрет-ха, анчах лару-тăру малалла та улшăнмасан 2020 çулта пӗрремӗш класа килекен пач та пулмасть ку ялта. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
5 июля 2022 - 10:22Теччӗ районӗнчи Кильдюшевăра мăкшăсен «Валда Шинясь» уявӗ иртрӗ Çуллахи кун таврăннипе çыхăннă йăласем çутçанталăк тӗнне ӗненнӗ халăхсен кашнин пур (халь христиан, мăсăльман тӗнне ӗненекенсемшӗн ку мăн аслашшӗсене сума суса уяв ирттерни ӗнтӗ). Июнӗн 25-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кильдюшево ялӗнче иртнӗ «Валда шинясь» пирки те çакнах каламалла.1200
-
5 июля 2022 - 09:19Наркăмăш сутакансем çамрăксене тӗллеççӗ Синтетикăлла хутăшсемлӗ наркотиксене çăмăл теççӗ, анчах та ку тӗрӗс мар2000
-
5 июля 2022 - 06:00Уяв лапамне васкаса хӑт кӗртеҫҫӗ Ханасем нумай килнӗрен праҫник пуҫланас вӑхӑта та пӗр сехет маларах куҫарнӑ. Ҫавӑнпа та ытти регионсенчен, Тутарстанри районсенчен килекен хӑнасене Сиктӗрме-Хусанкая маларах ҫитме ыйтатпӑр. Фольклор ушкăнӗсен ирхине 8-чченех çитме тăрăшмалла.14200
-
7 июня 2022 - 17:22Профилактика
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
10 июня 2022 - 09:40Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗПăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ те унта пурăнакан Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ.71100
-
3 июня 2022 - 12:21Хисеплӗ Дмитрий Анатольевич, эпир сире республикăра пурăнакан мӗнпур чăваш ятӗнчен çуралнă кунпа саламласа ăнăçу сунатпăрИюнӗн 3-мӗшӗнче хисеплӗ çыннăмăр, чăваш халăхӗн сумлă та пултаруллă ывăлӗ, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ, Хусанти çу комбиначӗн генеральнăй директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Анатольевич САМАРЕНКИН çуралнă кунне паллă тăвать.90300
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!130600
-
2 июля 2022 - 12:11«Самокат» чăвашла кино пулать Шупашкарта ачасем валли чăвашла илемлӗ фильм ӳкерме тытăннине хыпарлаççӗ вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсем. Кино «Самокат» ятлă. Тӗп герой – 10-ри хула ачи. Вăл самокатне çухатать. Ачан юратнă транспортне шырама мӗнпур тăванӗ тухать. Кинори ӗç-пуç çав самокат тавра çаврăнать те.23800
-
2 июля 2022 - 14:52Социаллă çурт-йӗршӗн амăш капиталӗпе тӳлеме пулать Июнӗн 28-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ черетлӗ пресс-конференци амăш капиталне илнӗ çемьесене ырă хыпарпа савăнтарчӗ. Социаллă ипотекăпа туяннă çурт-йӗрӗн пирвайхи взносне вӗсем июлӗн 15-20 - мӗшӗсенчен амăш капиталӗпе тӳлеме пултараççӗ.23700
-
2 июля 2022 - 10:00Çӗнӗ кӗпепе концерт илемлӗрех Элкел районӗнчи Пурисел ялӗн Культура çурчӗ «Наследие Нарспи» конкурсăн гранчӗпе тахçантанпа ӗмӗтленнӗ оборудовани туяннă. Сцена костюмне халӗ хăйсем çӗлеççӗ.23100
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика