Новости автора - Ирина Трифонова
-
15 января 2021 - 13:56ПИРӖН ТУССЕН ШУЧӖ ӲСРӖТăванăмăрсем, сире пысăк тав хаçата пысăк хак панăшăн, пирӗн ӗçе çӳле хурса хакланăшăн. Малашне те пӗрле пулар, тăван халăхăмăрăн пуласлăхӗ пиртен кашнинчен килет.
-
15 января 2021 - 11:51«Ералаш» ашшӗ Борис Грачевский пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗБорис Юрьевичпа 2019 çулта вăл Хусанти Халăхсен хушшинчи кинофестивале килсен паллашнăччӗ. Çапах вăл мӗнлерех ырă та кăмăллă çын пулнине пӗлме кӗске интервьюпа творчествăлла тӗлпулу та çитрӗ. Борис Грачевский çынпа уççăн калаçатчӗ, хăйне ахаль тытатчӗ. Ун чухне вăл «Ералашпа» çыхăннă çӗнӗ проектсем шухăшра пуррине пӗлтернӗччӗ. Пурнăç вӗресе тăратчӗ-ха унра.
-
6 января 2021 - 14:14Çӗр чăмăрӗ хăвăртрах çаврăнма пуçланипе кăçал талăк вăрăмăшӗ кӗскелетЭсир сăнанă-и, çулсерен вăхăт хăвăртрах та хăвăртрах иртсе пырать пек. Эрнесене сиссе юлма та çук. Мӗн чухлӗ ӗçсене хăвăртрах тума пулать, çавăн чухлӗ вăхăчӗ те хăвăртрах шăвать. нумайăшӗ çакна Çӗр чăмăрӗ хăвăртрах çаврăнма пуçланпе çыхăнтарать. Ку тӗрӗс те çапла иккен. Ăсчахсем те вăхăт кӗскелни çинчен калаçаççӗ. Физиксем палăртнă тăрăх, 2021 çулта талăк ытти çултисемпе танлаштарсан кӗскерех пулать. Мӗн сăлтавпа-ха?
-
5 января 2021 - 13:46Пăхса тăмасан çăл та типетЭтемлӗх çутçанталăк ресурсӗсемпе пӗр шутламасăр усă курни нумай инкек патне илсе çитерет. Ресурссем вӗсем вӗçӗмсӗр мар, çăл та, тасатса пăхса тăмасан, типме пултарать. Çавăнпа усă курнипе кăна мар, çутçанталăка упрама, пăхма пӗлмелле. Ку ӗçе профильлӗ ведомствăсем хăйсен тимлӗхне илни пысăк шанăç кӳрет. Экологи министерстви республикăри шыв объекчӗсене тасатассипе хăй умне лартнă тӗллеве майӗпен пурнăçлать. Программăна кӗртнӗ мӗнпур ӗçсене вăхăтлă туса пырсан, экологи лару-тăрăвӗ палăрмаллах лайăх енне улшăнмалла.
-
28 декабря 2020 - 08:38Ҫулталӑка пӗтӗмлететпӗрХаклă йăхташăмăрсем, юратнă вулакансем, сире çывхарса килекен 2021 çулпа саламлатпăр!
-
27 декабря 2020 - 16:01ХАЛĂХСЕН ТУСЛĂХӖ ТӖП ВЫРĂНТАНацисен хутшăнăвӗсене те пӗр пек тимлӗх уйăрмалла. Енчен те пӗрне çӗклесен, теприне пусарсан туслăх арканать
-
24 декабря 2020 - 18:10Тӗнчери паллă композиторпа Алексей Айгипе тӗл пултăмăрАлексей паллă чăваш поэчӗн Геннадий Айхин ывăлӗ. Ашшӗ пекех талантлă. Паян вăл тӗнчипе паллă композитор. Унăн карьери 1999 çулта Валерий Тодоровскин «Страна глухих» фильмӗ валли музыка çырсан пуçланнă. Пӗтӗм Раççей çамрăк та пултаруллă композитор çинчен калаçма тытăннă. Вăл тăрăшнипе саундтрексем концерт залӗсемпе клубсенче янрама пуçланă тата музыка хайлавӗсем çынсемшӗн интереслӗ пулма пуçланă.
-
19 декабря 2020 - 10:44«ТАТАРКИНО» чăвашсемпе кино ӳкересшӗнÇитес çул Чăваш кино кунӗсене Нурлат, Аксу, Теччӗ, Çӗпрел районӗсенче тулли форматпа йӗркелесшӗн.
-
16 декабря 2020 - 11:00"Сувар" пики-2021" конкурсӑн условийӗсемВидеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ
-
13 декабря 2020 - 18:47Коррупцие ача-пăча сочиненийӗпе пӗтерме пулсан-и....«Хам ача чухне çырнă сочиненисене тупса вуларăм та тӗлӗнсех кайрăм. Чун-чӗрепе епле черчен те таса пулнă. Пурнăç çынна улăштарать çав... Шел пулин те. Эсир питӗ маттур. Ачаран коррупци обществăн тăшманӗ пулнине ăнланса ӳсетӗр. Çак туйăма нихăçан та ан çухатăр», – терӗ вăл ачасене саламласа. Власть çынна пăсать тенӗ евӗр пулчӗç ун сăмахӗсем.
-
12 декабря 2020 - 19:26«Сувар пики» конкурсра çӗнтерни «Тутарстан Чăваш пикине» хутшăнма май парать2000 çулсенче, чăвашлăх туйăмӗ вăйлă аталанма пуçларӗ. Пире хамăр чӗлхепе калаçни, чăваш мероприятийӗсем çитместчӗç. Пӗрремӗш конкурса питӗ вăхăтлă пуçласа ятăмăр. Аслисем ун чухне хăйсем валли тӗрлӗ мероприяти ирттеретчӗç. Писательсем пухусем йӗркелетчӗç, чăваш эстрада çăлтăрӗсен концерчӗсем. Çамрăксем валли нимӗн те çук. Яла кайсан вӗсем пӗр-пӗринпе вырăсла калаçнине кураттăм. Тăвансен ачисемех вырăсла калаçатчӗç. Питӗ пăшăрхантаратчӗ çакă. «Çук, капла юрамасть, яш-кӗрӗм валли мӗн те пулин пулмаллах», – шутларăм хам ăшра. ЧНКА канашӗнче те çӗклерӗмӗр ку ыйтăва, хам енчен илем конкурсне ирттерме сӗнтӗм. Çамрăксем валли те уяв пултăр терӗмӗр.
-
12 декабря 2020 - 11:27Акрелӗнче пăр хула ӳссе ларнăÇарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнче пултаруллă скульпторсем пурăннине халӗ пӗлетпӗр. Çак района командировкăна кайсан, паллах, Акреле кӗрсе тухмасăр пултараймарăмăр. ЧНКЦ ертӳçи Лидия Квакова хăйсен ӗçӗпе паллаштарса унччен сăнӳкерчӗксем ярса панччӗ. Анчах пирӗн йăлт хамăрăн куçпа курас килчӗ. Мăшăрӗ Михаил Кваков сăмахӗсенчен, тупă перет те иккен, пăр кăмакара вара шашлык ăшалама та пулать тет. «Кăмакана туса пӗтерсенех кăвайт чӗртсе ярса тӗрӗслесе пăхрăмăр, вучӗ çунать, тӗтӗмӗ мăрйинчен тухать... Ӗненместӗр пулсан килсе курăр», – терӗ вăл.
-
5 декабря 2020 - 10:19Пӗр чăваш шкулне те çухатма ирӗк çук пирӗнТутарстанра паянхи кун 88 чăваш шкулӗ ӗçлет, 2000 çулсен пуçламăшӗнче 100 яхăнччӗ. Çавăнпа чăваш шкулӗсене упраса хăварасси тӳрреммӗнех хамăртан килет. Шел пулин те, сахал районта чăваш чӗлхине вӗрентесси ачасен шучӗпе пăхсан 100 процентпа танлашать. Кун пек районсен шутне Çӗпрел, Çӗнӗ Шуçăм, Спас, Аксу районӗсем кӗреççӗ. Вӗсенче пуçламăш класран тытăнса аслă классем таранах тăван чӗлхепе литература урокӗсене илсе пыраççӗ. Çарăмсан районӗнче чăвашла вӗрентесси – 76, Пăвара – 63, Элметпе Нурлатра – 50-шар процентпа танлашать. Павлăпа Пӗкӗлме районӗсенче чăваш ачисен 30 ытла проценчӗ кăна тăван чӗлхене вӗренет. Пурӗ 18 районта чăваш шкулӗсем ӗçлеççӗ. Малашне те кун пек кайсан мӗн тăвăпăр? Хальхи 88 шкула упраса хăвармаллах пирӗн. Хамăрăн ачасене тăван чӗлхепе вӗрентме ирӗк пуррине РФ Конституцийӗнче те çирӗплетнӗ. Айăпӗ ытларах хамăрта. Республика тăван чӗлхене вӗрентессине чи лайăх йӗркеленӗ шкулсене грант парса хавхалантарнипе мӗншӗн усă курмалла мар?
-
4 декабря 2020 - 10:21Кашни килтех пултӑр "Сувар"Тӗрӗссипе, республикăра пурăнакан чăвашсен пурнăçне урăх никам та çутатса памасть