Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Паян Хусанта пурăнакансен паллă Раççей писателӗсемпе тӗл пулма май пур

Мартăн 17-мӗшӗнче Тутарстанăн тӗп хулине «Книжный поезд – 2025» çитрӗ. Ку вăл Пӗтӗм Раççей шайӗнчи акци, вăл писательсене, издательсене, обществăлла ӗçченсене тата паллах вулакансене пӗрлештерекен пысăк мероприяти. Кăçал ăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланă.

Акцие хальхи вăхăтра чи паллă шутланакан çыравçăсем хутшăннă, çавсен шутӗнче Сергей Переслегин, Олег Рой, Илья Бояшов, Григорий Григорьев (тӗн çынни, протоиерей), Катя Матюшкина, Дмитрий Емец, Валентин Постников, Александра Калинина, Ольга Шуравина, Ася Лавринович, Аннапа Сергей Литвиновсем тата ыттисем.

«Кинжный поезд – 2025» акцин программи питӗ те анлă. Кашни çӗре çитсе курас килет, анчах май çук. Мероприяти ТР Наци библиотекинче «Великие книги Великой Победы» куравпа пуçланчӗ. Паянхи литература аталанăвӗпе, кӗнеке кăларас ӗçпе, вулакансен интересӗсемпе çыхăннă ыйтусене «Стратегия развития российского и регионального книгоиздательства, баланс между общественным запросом и интересами индустрии» темăпа иртнӗ пленарлă ларура пăхса тухрӗç.

Спикерсен шутӗнче «Книжные маяки России» фестиваль юхăмӗн президенчӗ Денис Котов, тутар кӗнеке издательствин директорӗ Ильдар Сагдатшин, ad marginem издательство ӗç тăвакан директорӗ, «Смена» хальхи культура центрӗн йӗркелӳçисенчен пӗри Кирилл Маевский, литература критикӗ, публицист, тӗпчевçӗ, «Рипол», «Вече» издательствăсен представителӗ Сергей Переслегин пулчӗç.

Республика ертӳçисем те мероприятие тимлӗхсӗр хăвармарӗç. Кӗнеке пуйăсӗн хутшăнаканӗсене ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева, ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин саламласа тухăçлă ӗçлеме сунчӗç.

Пленарлă лару хыççăн чӗрӗ тӗлпулусем пуçланчӗç. Паллах, ку самай интереслӗрех. Курав залӗнче «Современные читательские предпочтения и издательский тандем; настоящее и будущее» çавра сӗтел ӗçӗ пычӗ. Спикерсен шутӗнче «Казанские ведомости» хаçатăн тӗп редакторӗ Венера Якупова та  пулчӗ. Вăл пичет кăларăмӗсен паянхи кунри йывăрлăхӗсем çинчен каласа хаçат-журналсем вулакансемшӗн меллӗ те çывăх вырăнта сутăнмаллине палăртрӗ. 

Çак кун Раççей писателӗсемпе тӗрлӗ çӗрте творчествăлла тӗлпулусем иртрӗç. ТР Наци библиотекинче, «Ногай» хăна çуртӗнче, Г.Камал театрăн çӗнӗ çуртӗнче, «Адымнар» полилингваллă шкулта, ХФУ халăхсен хутшăнăвӗсен, историпе Хӗвелтухăç вӗрентӗвӗн  институтӗнче, А.С.Пушикн ячӗллӗ культура центрӗнче, Совет Союзӗн Геройӗ Б.К.Кузнецов ячӗллӗ интернат шкулта ача-пăчапа çамрăксем, аслăрах çулти вулакансем писательсемпе курнăçма, пултарулăх енӗпе ыйтусем пама пултарчӗç.

Ача-пăча писателӗ Катя Маюшкина, сăмахран, çыравçă ӗçӗпе мастер-класс пачӗ. «Адымнар» шкулта Паллă çыравçă Ася Лавриновичпа анлă тӗлпулу иртрӗ. Ку çыравçă ытларах çамрăксем валли çырать, тӗп тема – юрату.    

Олег Рой, Лев Наумов, Милена Завойчинская писательсемпе те питӗ интереслӗ тӗлпулусем пыраççӗ паян.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: писатели книга 80-летие Великой Победы Книжный поезд