News by category - Саламлатпăр!
-
Владимир Николаевич НИКОЛАЕВА 85 çул çитнӗ ятпа!
Чи çывăх та хисеплӗ йыснана Владимир Николаевич НИКОЛАЕВА пысăк юбилейпе – çуралнăранпа 85 çул çитнӗ ятпа ăшшăн саламлатпăр!
-
Людмила Михайловна ДОЛГОВĂНА 50 çул тултарнă ятпа
Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан хаклă та юратнă çыннăмăра Людмила Михайловна ДОЛГОВĂНА январӗн 18-мӗшӗнче 50 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!
-
Иван Петрович ЗАЙЦЕВА 70 çул тултарнă ятпа
Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнче пурăнакан хаклă аттене, кукаçие Иван Петрович ЗАЙЦЕВА 70 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!
-
Тамара Никитична ВАСИЛЬЕВĂНА 88 çул тултарнă ятпа саламлатпăр!
Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньел ялӗнче пурăнакан Тамара Никитична ВАСИЛЬЕВĂНА январӗн 16-мӗшӗнче 88 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!
-
Николай Александровичпа Олимпиада Федоровна ЛЕОНТЬЕВСЕМ çемье çавăрнăранпа 45 çул çитет
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче пурăнакан Николай Александровичпа Олимпиада Федоровна ЛЕОНТЬЕВСЕМ çемье çавăрнăранпа январӗн 14-мӗшӗнче 45 çул çитет. Юратнă çыннăмăрсене сапфир туйпа ăшшăн саламлатпăр!
-
Нина Владимировнăпа Илья Кузьмич КОЖЕМАНОВСЕМ çемье çавăрнăранпа 50 çул çитрӗ
Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче пурăнакан Нина Владимировнăпа Илья Кузьмич КОЖЕМАНОВСЕМ пӗрлешсе çемье çавăрнăранпа январӗн 12-мӗшӗнче 50 çул çитрӗ.
-
Ольга Митрофановна МИХАЙЛОВĂНА 80 çул тултарнă ятпа саламлатпăр!
Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăм ялӗнче пурăнакан хаклă çыннăмăра, аннене, кукамай-асаннене, мăн асанне-кукамая Ольга Митрофановна МИХАЙЛОВĂНА 80 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!
-
Любовь Григорьевна ПЛОТНИКОВА 60 çул тултарчӗ
Чистай районӗнчи Анат Кăтрата ялӗнче пурăнакан, вырăнти шкулта 38 çул ырми-канми ӗçлекен хисеплӗ вӗрентекен Любовь Григорьевна ПЛОТНИКОВА январӗн 7-мӗшӗнче 60 çул тултарчӗ.
-
Аркадий Аркадьевич МИХАЙЛОВА 70 çул тултарнă ятпа!
Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурăнакан Аркадий Аркадьевич МИХАЙЛОВ декабрӗн 20-мӗшӗнче 70 çул тултарать
-
Николай Яковлевич ЕФРЕМОВА 55 тултарнă ятпа!
Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Николай Яковлевич ЕФРЕМОВА декабрӗн 15-мӗшӗнче 55 çул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!
-
Марина Константиновна НИКОЛАЕВĂНА юбилейпе!
Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗре çуралса ӳснӗ, халӗ Ульяновск облаçӗнчи Чертаклă районӗнчи Октябрьски поселокӗнче пурăнакан, 30 çула яхăн «Василек» ача садӗнче тăрăшакан Марина Константиновна НИКОЛАЕВĂНА раштавăн 17-мӗшӗнче 50 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!
-
Николай Ананьевич ГУБАНОВПА Евгения Ананьевна ДОЛГИХА 75 çулхи юбилей ячӗпе!
Хусанти Залесный поселокӗнче пурӑнакан Николай Ананьевич ГУБАНОВ тата унӑн Ульяновск облаçӗнчи Унтăр ялӗнче пурăнакан йӗкӗреш йăмăкӗ Евгения Ананьевна ДОЛГИХ декабрӗн 16-мӗшӗнче 75 çулхи юбилейне паллă турӗç.
-
Николай Ананьевич ГУБАНОВПА Евгения Ананьевна ДОЛГИХА 75 çулхи юбилей ячӗпе!
Хусанти Залесный поселокӗнче пурӑнакан Николай Ананьевич ГУБАНОВ тата унӑн Ульяновск облаçӗнчи Унтăр ялӗнче пурăнакан йӗкӗреш йăмăкӗ Евгения Ананьевна ДОЛГИХ декабрӗн 16-мӗшӗнче 75 çулхи юбилейне паллă турӗç.
-
Владимир Стефанович БЕЛОВ 75 çул тултарчӗ
Пӗкӗлме районӗнчи чăваш центрне йӗркелесе яракансенчен пӗри, тава тивӗçлӗ ветеран, ватлăхра та тӗслӗхе тăратмалли çын Владимир Стефанович БЕЛОВ декабрӗн 9-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ
-
Валерий Александровичпа Нина Захаровна КУЗЬМИНСЕМ çемье çавăрнăранпа 50 çул çитрӗ
Апас районӗнчи Табар-Черки ялӗнче пурăнакан хаклă çыннăмăрсем – Валерий Александровичпа Нина Захаровна КУЗЬМИНСЕМ – çемье çавăрнăранпа декабрӗн 7-мӗшӗнче 50 çул çитрӗ.