Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тутарстанран Раççей Геройӗ ята илекен 13-мӗш паттăр – чăваш!

РФ оборона министрӗ Андрей Белоусов Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче çуралса ӳснӗ Михаил Марцева Раççей Геройӗн паллипе наградăланă.

Мускаври РФ Оборона управленийӗн наци центрӗнче ятарлă çар оперцине хутшăнакансене Раççей Геройӗ медальпе чысланă. Ылтăн Çăлтăра гварди подполковникӗ, тинӗс пехотин батальонӗн командирӗ Михаил Марцев та тивӗçнӗ.  

Михаил Николаевич Марцев Çармăсри вăтам шкулта вӗреннӗ хыççăн хăйӗн пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. Севастопольте службăра тăнă.  

Ятарлă çар операцине пӗрремӗш кунран хутшăнакан Михаил Марцев ума лартнă задачăсене пурнӑҫланӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кăтартнăшăн пысăк наградăна тивӗçнӗ.

РФ Оброна министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО