Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хусанта уçăлнă ЦОПП инженерипе промышленность секторӗнчи кадр ыйтăвӗсене татса пама тивӗç

Çӗнӗ профессисем кунсерен тенӗ пек çуралнă вăхăтра кадрсен хатӗрленӗвӗпе юлса пыма юрамасть. Информацилле технологисен специальноçӗсемпе, инженери енӗпе паха пӗлӳллӗ специалистсем предприятисене сывлăш пекех кирлӗ.

Отрасльсене кадрсемпе тивӗçтересси, ӗç профессийӗсен илӗртӳлӗхне, уйрăмах инженери енӗпе, ӳстермелли пирки нумай пулмасть республика ертӳçи Патшалăх Канашӗн умне Чӗнӳпе тухсан та каласа хăварнăччӗ. Çӗнӗ профессисем кунсерен тенӗ пек çуралнă вăхăтра кадрсен хатӗрленӗвӗпе юлса пыма юрамасть. Информацилле технологисен специальноçӗсемпе, инженери енӗпе паха пӗлӳллӗ специалистсем предприятисене сывлăш пекех кирлӗ. 

Октябрӗн 2-мӗшӗнче Хусанта, Карл Фукс урамӗнчи 11/6 çуртра промышленноçпа инженери технологийӗсен отраслӗн Професси енӗпе малта пыракан хатӗрлену центрӗ (Центр опережающей профессиональной подготовки — ЦОПП) уçăлни шăпах хушăва тивӗçтерет. ЦОПП историлле çуртăн пӗрремӗш хутне пӗтӗмпех йышăнать. Пӳлӗмсене чи çӗнӗ, хальхи требованисене тивӗçтерекен хатӗрсемпе йӗркеленӗ. Кабинетсене профориентаци валли кирлӗ VR/AR-оборудованисемпе, виртуаллă чăнлăхăн виртуаллă программа комплексӗсемпе, тӗрлӗ тренажерсемпе пуçтарнă.

Центр — компетенцисен аталанăвӗн çӗнӗ бренчӗ пулса тăрать. Унта малашне проект ӗçӗсем, тӗлпулусем, семинар-канашлусем, хăтлавсем, лекцисем, профориентаци мероприятийӗсем ирттерме пулать. 

ЦОПП ӗçне илсе пыма ятарласа цифра платформине хатӗрленӗ. Вăл центрта вӗренекенсене граждансемпе, ӗç паракансемпе, пӗчӗк тата вăтам бизнес представителӗсемпе нумай енлӗ хутшăнусем йӗркелеме пулăшать. 
Сăмах май, ку йышши центрсем РФ Президенчӗн хушăвӗпе 2019 çултанпа «Образование» нацпроектпа йӗркеленсе пыраççӗ. Раççейӗпе вӗсен шучӗ 80 ытла. 

ЦОПП уçнă çӗре ТР Вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин, ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Клара Тазетдинова, ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗн пӗрремӗш çумӗ Родион Карпов хутшăнчӗç. Кашни çӗнӗ центрăн кирлӗлӗхне палăртса вăл ӗçлӗ хутшăнусемпе инновацисен площадки пулса вӗрентӗве, бизнеса тата власть структурисене пӗрлештерни çинчен каларӗ. 

«ЦОПП уçса эпир пуласлăха, регионти экономика ӳсӗмне, пысăк квалификациллӗ специалистсем хатӗрлессине инвестицилетпӗр, çамрăксене çӳллӗ технологиллӗ производство ӗçне явăçтаратпăр. Предприятисен представителӗсене вӗрентӳ системипе активлă хутшăнма чӗнсе калатăп», — терӗ Ильсур Хадиуллин. 

Инженерипе промышленность енӗпе специализациленекен центр промышленность секторӗнчи кадрсен ыйтăвӗсене татса пама тивӗç. Шкул ачисемпе, пулас абитуриентсемпе, активлă ӗçлени инженери профессийӗсемпе кăсăклантарни çеç мар, вăл технологисен интереслӗ тӗнчине, тӗрлӗ çӗнӗлӗхсем шутласа кăларассине туртса кӗрсе кайма пулăшать. Центр ӗçне студентсене те активлă явăçтарма палăртнă. Ку вӗсене профессипе çыхăннă хăнăхусене илме пулăшнисӗр пуçне ӗç рынокӗнче хăйсене кирлине тупма, ӗç пракансемпе çыхăнма май парать. Хатӗрленӳ центрӗ предприятисемпе çыхăнса вӗсене мӗнле компетенциллӗ специалист кирлине пӗлсе тăрса кадр çитменлӗхне тивӗçтерме пулăшӗ малашне. 
Ирина ТРИФОНОВА. 
Сăнӳкерчӗксем АНО ЦРПК пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование