Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Уяв Нурлата куçать

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинче «Чӳклеме» пуçланас умӗн ТР ЧНКА ларăвӗ те иртрӗ. Районсенчи чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсем И.Я.Яковлев музейӗн пӗр пӳлӗмне пухăнса кун йӗркинчи 5 ыйтăва пăхса тухрӗç.

Чăн малтан 9 уйăхра пурнăçланă ӗçсене пӗтӗмлетрӗç. ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ К.А.Малышев республика чăвашӗсем ирттернӗ тата хутшăннă чи пысăк мероприятисенчен «Сувар» хаçатăн юбилейне, Чăваш çамрăкӗсен регионсем хушшинчи форумне, Мускаври Пӗтӗм Раççей Акатуйне, Нурлат, Аксу, Павлă районӗсенчи – Уява, Элметри Учӳка, Çӗпрелӗнчи «Акатуя», Республикăри Уяв хӳттипе йӗркеленӗ чăваш çамрăкӗсен фестивальне, Пăвари СВОри салтаксене халалланă футбол турнирне, Тури Услонри Канаш ялӗнчи «Кӗрхи сăра» праçникне, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнчи «Выля, хуткупăс!» конкурса асăнчӗ. Тӗпрен илсен, вӗсем пирки ыйтусем çук, пурте лайăх шайра иртнӗ. Çав кун Кăнна Кушкинчи «Чӳклеме» фестивальсӗр пуçне Хусанта харăсах темиçе мероприяти – Вера Кожеманован этноджаз концерчӗпе «Нечкэбил» республика конкурсӗ – пулнине те асăнса хăварчӗ. Пӗрремӗшӗнче чăваш дизайнерӗсем, иккӗмӗшӗнче чăваш çемйисем хутшăннине палăртрӗ.

 Районсенчи ЧНКЦсене вырăнта мероприятисем ирттермешкӗн автономи укçа уйăрнă кăçал. Константин Анатольевич ТР ЧНКА Канашӗ çак практикăна çитес çулта та тăсма йышăннине пӗлтерчӗ. Обществăлла организацисемшӗн пысăках мар пулсан та пулăшу ку.

Тутарстан чăвашӗсен чи пысăк ӗçне, июлӗн 7-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртнӗ Республика Уявне, уйрăм ыйтупа пăхса тухрӗç. Константин Малышев ăна та япăх темерӗ. Çемье çулталăкне халалланăскер, тӗп шухăша питӗ хитре те туллин уçса чăваш культурине тивӗçлӗн кăтартнă. Çакăн пек пысăк ӗçе йӗркелесе ирттернӗ командăна тивӗçлӗн палăртма ТР Культура министерствине ходатайство тăратнине пӗлтерчӗ.

ТР ЧНКА Уява, вăл пуçланнă çулсенчи пекех, малашне районтан района куçмалла тăвасшăн. Аса илтеретпӗр, юлашки виçӗ çулта вăл Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртрӗ. Килес çул Уяв Çарăмсанра пулать текен сăмах та тухнăччӗ. Анчах Çӗнӗ Йӗлмелӗнче чăваш халăх поэчӗн Порфирий Афанасьевăн музейне йӗркелесе çитерейменнипе район республика Уявне йышăнма хатӗр мар-мӗн хальлӗхе. Çавăнпа Уява тепӗр çул каллех Нурлата куçарма йышăннă. Çитменнине сăлтавӗ те пур. Туслăх Çурчӗ (ăна вырăнти ЧНКЦ председателӗ Галина Терентьева ертсе пырать) хăйӗн 10 çулхи юбилейне паллă тăвать. Чăвашсен республика Уявне йышăнма район пуçлăхӗ хирӗç мар. ТР ЧНКА ларăвне хутшăннисем те пӗр саслăн ку шухăшпа килӗшрӗç.

К.Малышев Уявăн хăйне евӗрлӗхне, урăхла каласан Уяв йăли-йӗркипе юррисене сыхласа хăварас тӗллевпе тепӗр çул Уяв умӗн 6 уйăх маларах пӗр-пӗр районта «Уяв шкулне» уçма сӗнчӗ. Информаци технологийӗсем чылай ыйтăва интернет урлă пӗрле сӳтсе явма май параççӗ халӗ, апла-тăк унпа мӗншӗн усă курмалла мар?  Ку шухăш ЧНКЦ председателӗсене килӗшрӗ. Вӗсем «Уяв шкулне» йӗркелеме алă йăтсах сасăларӗç. 
 
Ирина КУЗЬМИНА.
С.Колесникова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Уяв