Патраклăри «Çеçпӗл» халăх фольклор ансамблӗ 50 çул тултарнине паллă турӗ
«Çеçпӗлӗн» историйӗ 1974 çулта пуçланать. Шăп çак çулхине тăван яла Елабугăри культурăпа çутӗç училищине пӗтерсе Зинадиа Алексеева таврăнать. Çамрăкскерте ӗçлес вăй вӗресе тăрать. Çапла клуба çӳрекен çамрăк хӗрпе каччăсем ун тавра пуçтарăнма тытăнаççӗ. Йӗркеленсе кайнă хыççăн 3 уйăхран «Çеçпӗл» Элметре иртнӗ Пӗтӗм Союзри ӗçлекенсен илемлӗ пултарулăхӗпе пӗрремӗш фестивале хутшăнса пӗрремӗш вырăна тивӗçнӗ. Тепӗр икӗ çултан Хусанти М.Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет сцени çине тухса лауреат ятне тивӗçнӗ. Çапла кӗске хушăрах «Çеçпӗле» республикăра кăна мар Раççейре те пӗлсе çитнӗ.
«Çеçпӗл» ансамбль – Патраклăн ахах-мерченӗ, мухтавӗ, илемӗ. Ку йышши ытарлă сăмахсем татах та пулчӗç юбилейре. Сăмахăм Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнчи «Çеçпӗл» халăх фольклор ансамблӗ çинчен. Иртнӗ шăматкун, мартăн 15-мӗшӗнче, ялти Культура çуртӗнче ансамблӗн 50 çулне паллă турӗç. Çур ӗмӗр пултарулăх ушкăнне, калама кăна вӗт. Юбилее ял-йыш йышлă пуçтарăннă, чӗннӗ хăнасем те сахал марччӗ. Çавсен хушшинче ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Элмет районӗн энциклопедине çырса хатӗрлекенсем Эльвира Харасова журналистпа ТР Наука академийӗн ертӳçӗ наука сотрудникӗ Альфия Галлямова, Элметри Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Инна Лисина. Вӗсем кашни ансамблӗн чăваш культурин аталанăвӗнчи вырăнӗпе пӗлтерӗшӗ çинчен нумай ырă сăмах каласа юбилярсене тав турӗç, парнесем пачӗç.
50 çул вăхăт хушшинче ансамблӗн йышӗ, паллах, улшăнсах тăнă. Паян асламăш-кукамăш вырăнне вӗсен мăнукӗсем йышăннă. Ун йышӗнче çамрăксем пурри савăнтарать, апла истори малалла та çырăнӗ. Чăваш культура аталанăвӗшӗн «Çеçпӗл» пултарулăхӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӗсен репертуарӗнче пӗтӗмпех вырăнти юрă-кӗвӗсем – туй, Уяв, Çăварни, салтак ăсатни, Çимӗк тата ытти йăла-йӗрке юррисем. Чăн-чăн пуянлăх-çке!
Ку ансамбле йӗркелекенсен пысăк тивӗçӗ паллах. «Çеçпӗлӗн» историйӗ 1974 çулта пуçланать. Шăп çак çулхине тăван яла Елабугăри культурăпа çутӗç училищине пӗтерсе Зинадиа Алексеева таврăнать. Çамрăкскерте ӗçлес вăй вӗресе тăрать. Çапла клуба çӳрекен çамрăк хӗрпе каччăсем ун тавра пуçтарăнма тытăнаççӗ. «Эп ун чухне питӗ çамрăк пулнă-ха тата килнӗ-килмен мана Культура çурчӗн зведующине лартса хучӗç. Ӗçлесен тем те пулать, çапла кӗске хушăрах ансамбль йӗркеленсе çитрӗ. Мӗн пенсие кайиччен ӗçлерăм вара», – аса илет Зинаида Владимировна. Чунтан тав турӗç малтанхи ертӳçӗне çеçпӗлсем, ял-йыш. Нумай пулмасть Зинаида Владимировна хăй те 70 çул тултарнине паллă тунă, ăна та юбилейпе саламларӗç çак кун. Ансамбле çӳрекен Надежда Ящирякован та çуралнă кунӗ иккен, ăна та чечек çыххи парнелесе саламларӗç.
Ансамблӗн 1-мӗш йышӗнче 30 çын пулнă. Йӗркеленсе кайнă хыççăн 3 уйăхран «Çеçпӗл» Элметре иртнӗ Пӗтӗм Союзри ӗçлекенсен илемлӗ пултарулăхӗпе пӗрремӗш фестивале хутшăнса пӗрремӗш вырăна тивӗçнӗ – Георгий Хирбюн «Туслăх маршӗ» юррипе. Çав çулхинех ансамбль валли костюмсем çӗлеттернӗ. 1976 çулта икӗ хутчен Хусанти М.Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет сцени çине тухса лауреат ятне тивӗçнӗ. Çапла кӗске хушăрах «Çеçпӗле» республикăра кăна мар Раççейре те пӗлсе çитнӗ. 1991 çулта ансамбле хисеплӗ «Халăх» ятне параççӗ. Зинаида Алексееван тӳпи ансамбль аталанăвӗнче çав тери пысăк. Юбилей каçӗнче ăна ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Леонтьев Патраклă ялӗн хисеплӗ гражданинӗ сумлă ят панине пӗлтерчӗ, тивӗçлӗ наградăпа чысларӗ.
«Çеçпӗл» пирӗн ял мухтавӗ. Сирӗнпе мухтанатпăр эпир, тав пурсăра та, – терӗ Николай Леонтьев юбилейпе саламласа.
2012 çултанпа вара ансамбле Людмила Ухтияровна Савастьянова ертсе пырать. Вăл чун-чӗрипе ансамбльшӗн çунса тăраканскер. Юбилей концертӗнче ӗçтешӗсем тав туса нумай ырă сăмах каларӗç, вăл ертсе пыма пуçланăранпа çӗнӗ улшăнусем кӗнине палăртрӗç. «Чун-чӗререн тав тăвап пурне те. Кашнин çемье, ӗç, анчах пӗри те турткаланса тăмасть. Район, республика шайӗнчи уявсене хутшăнатпăр, вӗсем нихçан та халăм çук е кăмăлăм çук темеççӗ. Тавтапуç сире», – терӗ Людмила Ухтияровна артистсене тав туса. Çитӗнӗвӗсем чăн та пысăк. Людмила Савастьянова ертсе пынипе çеçпӗлсем «Наш дом Татарстан», «Балкыш», «Крутушка» фестивальсен лауреачӗсемпе дипломанчӗсен шутне кӗнӗ. «Играй, гармонь» телекăларăма та пӗрре мар хутшăннă.
Уйрăммăн юбилейре ансамбль ӳсӗмне пысăк тӳпе кӗртнӗ музыкантсене – баянпа купăс ăстисене – Юрий Ильмукова, Алексей Ильдукова, Артем Ухандеева, Алексей Саватнеева, Владимир Макарова, Федор Саватнеева, Константин Бикбова, Василий Самойлова, Владимир Кривченкона тав турӗç. Вӗсем тăрăшнипе ансамбль çӳллӗ шая çӗкленнӗ.
Юбилей каçӗ пӗр сывлăш çаврăмӗпе иртсе кайрӗ. Сцена çинче пӗрин хыççăн тепри авалхи йăласемпе вăйăсем – улах ларни, Çăварни, Çинçе, Уяв чӗрӗлсе тăчӗç. Çеçпӗлсем нумай юрра акапеллăпа юрлани уйрăмах чӗрене пырса тиврӗ.
Зал тулли халăх кашни концерт номерне хапăл туса йышăнчӗ, нумайччен алă çупса тав турӗ. Куракансен хушшинче малтанхи çулсенче ансамбле çӳрекенсем йышлăччӗ. Сумлă мăнаккасен пичӗсем кашни юрра илтмессерен телейпе çуталчӗç, пӗрле те юрларӗç вӗсем.
Тусӗсене çур ӗмӗрхи юбилейпе саламлама кӳршӗ ялсемпе районсенчен те килнӗччӗ: Чăваш Сиреньелӗнчен «Сирень» вокал ушкăнӗ, Çӗнӗ Патраклăран «Палан» ансамбль, «Шурă хурăн» фольклор ушкăнӗ, Лениногорскран Ольга Орлова ертсе пыракан фольклор ансамблӗ, аккомпаниаторӗ композитор Геннадий Садовников. Вӗсем те юрласа савăнтарчӗç куракансене. Çеçпӗлсем тусӗсене тав туса асăнмалăх хăйсем те парне турӗç. Халӗ кашни килнӗ хăнан çеçпӗлсемлӗ курка пулӗ сӗтел çинче.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев