Новости с тегом - Чувашская культура
-
25 января 2022 - 16:43Çӗпрел районӗнчи ял кунӗсем Хулаçырминчен пуçланчӗçÇӗпрел районӗнче ял кунӗсем пуçланчӗç. Йăлана кӗнӗ тăрăх мероприятисен черечӗ Хулаçырминчен пуçланать. Кăçалхи Ял кунӗ январӗн 22-мӗшӗнче иртрӗ. Уяв программинче тӗрлӗ ăстасен, шкул ачисемпе ача садӗнче ӗçлекенсен ал ӗçӗсен куравӗ, хоккей ăмăртăвӗ, концерт пулчӗç. Ял-йыша уявпа саламлама килекен паллă ентешӗсемпе хаклă хăнасене хулаçырмисем юрă-ташăпа, çăкăр-тăварпа кӗтсе илеççӗ ялан.
-
26 декабря 2021 - 11:50Чăваш наципе культура автономи Канашӗн пайташӗсем Çӗнӗ çул умӗнхи ӗçлӗ канашлăвне ирттерсе çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене турӗçДекабрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш наципе культура автономи Канашӗн анлă ларăвӗ онлайн-форматпа иртрӗ. Унта районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсем хутшăнчӗç. Çавсен шутӗнче Петр Плотников (Чистай), Роза Чентаева (Аксу), Инна Лисина (Элмет), Владимир Ильин (Пăва), Елена Кондюкова (Çырчалли), Галина Терентьева (Нурлат), Елена Алексеева (Кайпăç), Валентина Якличева (Спас), Ирина Трифонова (Сувар) пулчӗç. Ларăва ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев ертсе пычӗ. Ӗçлӗ канашлура ЧНКА Канашӗн пайташӗсем çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене туса малашнехи çул планне сӳтсе яврӗç.
-
9 апреля 2021 - 11:25«Чăваш пики» конкурсăн Хусанти тапхăрӗн çӗнтерӳçи паллăӖнер Хусанти Туслăх Çуртӗнче юбилейлă Х «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăнас тӗллевпе Хусан хулинчи тапхăр иртрӗ. Урăхла каласан, пулас конкурсанткăсен кастингӗ.Жюрире Хусанти ЧНКЦ председателӗ Константин Малышев, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, хореограф Галина Семенова пулчӗç.
-
11 июля 2020 - 20:49Паян Уяв вӗçленчӗМероприяти онлайн майӗпе иртрӗ пулин те эпир Уявăн атмосферине, кăмăлне туллин туйма пултартăмăр. Аксу, Элкел, Çарăмсан, Элмет, Çӗпрел тата ытти районсенче фольклор ушкăнӗсен юрри-ташши, уяв йăлисене туни ăмăртмалла тенӗ пек социаллă сетьсенче тухса пычӗ. Калăн пӗтӗм тӗнче чăваш культурине чăмнă. Паллах, ку питӗ савăнтарать.
-
29 апреля 2020 - 15:18Шупашкарти кинофестиваль май уйăхӗнче пулмастьÇапах та кинофестиваль кăçал вуçех те пулмасть тенине пӗлтермест ку. Ăна виçӗ уйăха куçарнă кăна.
-
4 августа 2019 - 12:46Виталий Станьял сысна фермине хирӗҫПелепей районӗнчи Чӑваш центрӗн ертӳлӗхӗ инвесторсем майлӑ пулни паллӑ ӑсчаха хурлантарать