Санкт-Петербургри илем конкурсне харăсах 3 чăваш хӗрарăмӗ хутшăнать
Санкт-Петербург хулинче «Миссис Центральный район» конкурс пуçланни пирки пост лартнă «Пуринчен малтан» телеграм-канал. Унта пӗтӗмпе 12 хĕрарăм хутшăнасси паллă.
Санкт-Петербург хулинче «Миссис Центральный район» конкурс пуçланни пирки пост лартнă «Пуринчен малтан» телеграм-канал. Унта пӗтӗмпе 12 хĕрарăм хутшăнасси паллă.
Çак йышра харăсах виçĕ чăваш хӗрарăмӗ пулни питӗ те савăнăçлăх хыпар. Вӗсем – Татьяна Байбарина, Анастасия Букина тата Ирина КондаковаӖ çак маттур хӗрарăмсем ыттисемпе пĕрле коронăшăн кĕрешĕç. Пикесене тĕрлĕ тупăшу кĕтет. Конкурссене хатӗрленме йӗркелӳçӗсем ăсталăх класĕсем хатӗрлени паллă. Вĕсенчен пĕрне Анастасия Степанова (сăн ÿкерчĕкре хĕрлĕ хăю çакнăскер) йĕркеленĕ. Сăмах май, вăл та чăваш, тĕрлĕ илем конкурсне хутшăнать.
Ăнăçу сунатпăр маттурккасене!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев