Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Пӑва Чӑваш пики - Виктория Никонова

Пӑва хулинче мартӑн 21-мӗшӗнче «Пӑва Чӑваш пики - 2025» илемпе пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Хӗрсем пӗринчен тепри маттур та пултаруллӑ пулчӗҫ. Тӗп титула Чӑваш Шуршу ялӗн вунтӑваттӑри пики ҫӗнсе илчӗ.

Ӗнер, мартӑн 21-мӗшӗнче Пӑвари Туслӑх Ҫуртӗнче "Пӑва Чӑваш пики - 2025" илемпе пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ.

Тӗп титулшӑн 7 пике ӑмӑртрӗ. Эрнере яхӑн хатӗрленнӗ хӗрсем сцена ҫине тухма. Конкурс режиссёрӗ Марина Самытина. Вӑл хӑй те тахҫан ҫак конкурса хутшӑнса республика шайӗнчи "Тутарстан Чӑваш пикине" хутшӑннӑ. 

Ҫӳллӗ шайра иртрӗ Пӑвари илемпе пултарулӑх конкурсӗ. Ҫакна Хусантан килсе ҫитнӗ ТР ЧНКА КАНАШӖН председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев, "Тутарстан Чӑваш пики" дирекцин ертӳҫи Сильвия Чаркина та палӑртрӗҫ.

Пӑвари ЧНКЦ председателӗ Владимир Ильин ӗҫе ячӗшӗн тума хӑнӑхман. Хальхинче те вак-тӗвек таранччен шута илсе аван хатӗрленнӗ. Кашни пикене тивӗҫлӗ хаклӑ парнесем парса дипломсемпе наградӑларӗҫ. 

Пикесене хатӗрленме пулӑшнӑ культура ӗҫченӗсене, режиссерсене, балетмейстерсене пурне те Тав хучӗпе чысларӗҫ. 

Пикесем вара хӑйсен пултарулӑхне наци апатне хатӗрлессинче, чӑваш культурине пӗлнине ӑс-хакӑл конкурсӗнче тата юрласа та ташласа кӑтартрӗҫ. 

Жюрие ҫӑмӑл пулмарӗ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма. Тӗрӗссипе кашни пике вӑл е ку тӗрӗслевре чи маттурри пулса уйрӑм номинацире ҫӗнтерчӗ.

Пӗрремӗш виҫӗ вырӑна вара сак пикесем тивӗҫрӗҫ.

Пӑва Чӑваш пики ята Виктория Никонова, "Маттур пике" номинацие Ксения Герасимова, "Сарпике" титула вара Валерия Павлова тивӗҫрӗҫ.

Тӗплӗнрех конкурс ҫинчен "Сувар" хаҫатра вуласа пӗлме пулӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура