News by tag - Чувашская культура
-
Çӗпрелсене Акатуя ирттерме вăйлă çумăр та чараймарӗ
Акатуй халăха хӗвеллӗ çанталăкпа кӗтсе илчӗ. Кăнтăр хӗвеланăç енчен килекен йывăр çумăр пӗлӗчӗсем айккипе иртсе кайӗç тесе шутланăччӗ те, çук вӗт чечек хунă хыççăн Акатуй лапамне утнă чух пысăк тумламсем лап-лап ӳкме пуçларӗç. Пӗр-ик минутран витререн тăкнă пек çумăр лашлаттарса çума пуçларӗ. Уява килнӗ çынсем кам ăçта тарса пытанма ӗлкӗриччен витӗр йӗпенчӗç.
-
Олег Мустаева асăнса Елчӗкре «Янра, хут купăс!» фестиваль-конкурс иртет
Апрелӗн 12-мӗшӗнче Елчӗкре чăваш халăхӗн сумлă ывăлне, çак тăрăхăн хисеплӗ гражданинне Олег Мустаева асăнса купăсçăсен хушшинче фестиваль-конкурс иртет.
-
Чăваш наци конгресӗн президенчӗн Валерий Клементьевăн шучӗпе Мăн Канаш кăçал аван ӗçленӗ
Иртнӗ шăматкун, декабрӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта, К. В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх драма театрӗнче Чăваш наци конгресӗн Мăн Канашӗн ларăвӗ иртрӗ. Çитменлӗхсем шутне Валерий Клементьев президиум йышӗ улшăнсах тăнине, укçа-тенкӗ кирлӗ ӗçсене пурнăçлама çитсе пыманнине кӗртрӗ
-
Иакинф Бичурин палăкӗ умӗнче пуç тайса таврăнтăмăр
Санкт-Петербургра Александро-Невски лаврин территорийӗнче вырнаçнă XVIII ӗмӗрти некропольте – Лазаревски масарӗнче пулса куртăмăр. Ăна I Петр патша никӗсленӗ. Çакăнта паллă чăваш ывăлӗ, синолог, китаевед, Вырăс Православи Чиркӗвӗн архимандричӗ Иакинф Бичурин та ӗмӗрлӗх канлӗх тупнă.
-
Ленинград облаçӗнчи тата Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн мероприятине Раççей чăвашӗсем пуçтарăнчӗç
Иртнӗ эрнере, ноябрӗн 10-мӗшӗнче, Санкт-Петербург хулинчи Ленинград облаçӗн Туслăх Çуртӗнче регионсен хушшинчи анлă мероприяти – «Чăваш культурине Раççей культурин пайӗ пек упраса хăварассипе тата аталантрассипе çыхăннă ыйтусем» темăпа çавра сӗтел ӗçӗ иртрӗ.
-
Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн черетлӗ ларăвӗнче чăвашсен авалхи историне пăхса тухнă
Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн черетлӗ тӗлпулăвӗ А.С.Грибоедов ячӗллӗ библиотекăра иртрӗ. Ăна Чăваш Республикинче кăçал Телейлӗ ачалăх çулталăкне халалланă.
-
Шупашкарти Чăваш тӗррин музейӗнчи экспонатсене 100 çул пухнă
Чăваш тӗрри – чăн-чăн искусство. Тӗрлес тенипех тӗрлеме çук ăна: геометрилле симметрие, шута çирӗп пăхăнма кашниех пултараймасть. Çакă йăлтах миллиметра яхăн шăтăклă пир çинче пулнине пăхсан тата хытăрах ӗненетӗн – çӳллӗ шайри ăсталăх.
-
Мальвина Петрова чăваш тумӗпе ӳкерӗнсе конкурс финалне тухнă!
Эсир халь куракан сăнӳкерчӗк пулăшнă та паллă поэтессăна Мальвина Петрована халăхсен хушшинчи конкурсра финала тухма. «Тинех! 9 уйăхран», – тесе çырнă вăл сăнӳкерчӗк айне пӗр паллă социаллă сетьри хăйӗн аккаунтӗнче. Пултаруллă çын пур çӗрте те пултарать. Ку сăмахсене паян Мальвинăна калатпăр! «Ăçтан кăна пур çӗре те ӗлкӗреть-ши вăл?», – тесе тӗлӗнетӗн ун çине пăхса. Ак хальхинче те конкурса хутшăнса нумай нациллӗ Раççейре чăваш ятне çӳле çӗклерӗ.
-
ПОЭЗИРЕ УНĂН ХĂЙӖН САССИ
Шупашкарта Мальвина Петрован «Пӗччен Хӗвел» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ
-
ӖЛӖК ПУРТЕ ĂСТА ПУЛНĂ
2022 çул – Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкӗ. Çавна кура культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприятисем нумай иртеççӗ. Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗн библиотекинче шкулта вӗренекенсем валли «Илеме хамăр алăпа тăватпăр» курав йӗркелерӗмӗр. Унта ялти çынсен ал ӗçӗсене пуçтартăмăр.
-
Санкт-Петербург хулипе Ленинград облаçӗнче пурăнакансем чăваш тӗррипе паллашрӗç
Нева тăрăхӗнчи чăвашсем «Россия – созвучие культур» регионсем хушшинчи этнокультура фестивалӗнчен пӗр çул та юлмаççӗ. Шучӗпе 8-мӗш пулнă фестиваль кăçал Волхов хулинче иртрӗ.Пирӗн чăваш обществи унта «Многообразие чувашской вышивки: быт и одежда» куравпа хутшăнчӗ. Чăваш тӗррин илемӗпе Петербург тăрăхӗнчи чăваш наципе культурин пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Алевтина Тимофеевна Челноковăпа Тамара Германовна Николаева паллаштарчӗç, шăпах вӗсем хатӗрленӗччӗ курава. Нева тăрăхӗнчи чăвашсем «Россия – созвучие культур» регионсем хушшинчи этнокультура фестивалӗнчен пӗр çул та юлмаççӗ.
-
Уяв 2022: хăватлă, чаплă, вăйлă тесе калаçаççӗ çынсем. Е мӗнпе тӗлӗнтерчӗç элкелсем Раççей чăвашӗсене.
Уяв 2022. Хăватлă, вăйлă, ӗмӗр асра юлмалли, тӗлӗнмелле, чаплă – çакăн пек эпитетсепме хаклаççӗ Уявра пулса курнисем чăваш праçникне. Вăл чăннипех чăваш халăх культурин историйӗнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлӗ – ӗмӗрлӗхе. Хăйӗн шайӗпе, анлăшӗпе, инфраструктура пуянлăхӗпе, хăвачӗпе Уяв тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Чăвашсене кăна мар, ытти наци представителӗсене те. «Грандиозлă», «Космос шайӗнче», «Чăваш культурин чапӗ» – çак сăмахсемпе пуçланă нумай хыпар-хатӗрӗ Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче иртнӗ Уяв пирки. Уяв лапамӗ юмахри пек, анлă та сарлака вăл. Президент кӗперӗ мӗне тăрать. Праçник кун вăл чăн-чăн фотозонăна çаврăнчӗ.
-
Шупашкар пӗр кунлăха Раççей халăхӗсен тӗп центрне çаврăнчӗ
Июнӗн 24-мӗшӗнче Чăваш Республикин тӗп хули Шупашкар уяв картине çаврăнчӗ тесен те юрать. Республика кунне халалланă мероприятисем тӗрлӗ çӗртре иртрӗç. Пӗтӗм чăвашсен Акатуйӗ вара ку хутӗнче те Амазония паркра тӗпленчӗ. Парка кӗнӗ çӗрте тăршшӗпе ал ӗç ăстисен суту-илӳпе куравӗн сӗтелӗсем. Мӗн кăна тумаççӗ çынсем: çӗлеççӗ, çыхаççӗ, тăмран тӗрлӗ япала ăсталаççӗ, тӗрлеççӗ, картинсем ӳкереççӗ, шăрçа-таврашӗнчен сумка çыхасси таранах. Куç-пуç алчăраса каймалла. Эпир Акатуй лапамне çитнӗ чух ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев шăпах сăмах калатчӗ.
-
Çӗпрел районӗнчи ял кунӗсем Хулаçырминчен пуçланчӗç
Çӗпрел районӗнче ял кунӗсем пуçланчӗç. Йăлана кӗнӗ тăрăх мероприятисен черечӗ Хулаçырминчен пуçланать. Кăçалхи Ял кунӗ январӗн 22-мӗшӗнче иртрӗ. Уяв программинче тӗрлӗ ăстасен, шкул ачисемпе ача садӗнче ӗçлекенсен ал ӗçӗсен куравӗ, хоккей ăмăртăвӗ, концерт пулчӗç. Ял-йыша уявпа саламлама килекен паллă ентешӗсемпе хаклă хăнасене хулаçырмисем юрă-ташăпа, çăкăр-тăварпа кӗтсе илеççӗ ялан.
-
Чăваш наципе культура автономи Канашӗн пайташӗсем Çӗнӗ çул умӗнхи ӗçлӗ канашлăвне ирттерсе çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене турӗç
Декабрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш наципе культура автономи Канашӗн анлă ларăвӗ онлайн-форматпа иртрӗ. Унта районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсем хутшăнчӗç. Çавсен шутӗнче Петр Плотников (Чистай), Роза Чентаева (Аксу), Инна Лисина (Элмет), Владимир Ильин (Пăва), Елена Кондюкова (Çырчалли), Галина Терентьева (Нурлат), Елена Алексеева (Кайпăç), Валентина Якличева (Спас), Ирина Трифонова (Сувар) пулчӗç. Ларăва ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев ертсе пычӗ. Ӗçлӗ канашлура ЧНКА Канашӗн пайташӗсем çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене туса малашнехи çул планне сӳтсе яврӗç.