Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш наципе культура автономи Канашӗн пайташӗсем Çӗнӗ çул умӗнхи ӗçлӗ канашлăвне ирттерсе çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене турӗç

Декабрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш наципе культура автономи Канашӗн анлă ларăвӗ онлайн-форматпа иртрӗ. Унта районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсем хутшăнчӗç. Çавсен шутӗнче Петр Плотников (Чистай), Роза Чентаева (Аксу), Инна Лисина (Элмет), Владимир Ильин (Пăва), Елена Кондюкова (Çырчалли), Галина Терентьева (Нурлат), Елена Алексеева (Кайпăç), Валентина Якличева (Спас), Ирина Трифонова (Сувар) пулчӗç. Ларăва ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев ертсе пычӗ. Ӗçлӗ канашлура ЧНКА Канашӗн пайташӗсем çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене туса малашнехи çул планне сӳтсе яврӗç. 

Декабрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш наципе культура автономи Канашӗн анлă ларăвӗ онлайн-форматпа иртрӗ. Унта районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсем хутшăнчӗç. Çавсен шутӗнче Петр Плотников (Чистай), Роза Чентаева (Аксу), Инна Лисина (Элмет), Владимир Ильин (Пăва), Елена Кондюкова (Çырчалли), Галина Терентьева (Нурлат)  Елена Алексеева (Кайпăç), Валентина Якличева (Спас), Ирина Трифонова (Сувар) пулчӗç. Ларăва ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев ертсе пычӗ. Ӗçлӗ канашлура ЧНКА Канашӗн пайташӗсем çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене туса малашнехи çул планне сӳтсе яврӗç. 

Галина Терентьева кăçалхи çулталăкра Нурлата питӗ нумай мероприяти ирттерни çинчен каласа пачӗ. Чăн та, ку район мероприятисен йышӗпе рекордсмен. Сăмахран, кăçал вӗсем чăн-чăвашла туй ирттернӗ, ăна Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă. Пăвасем те кашни çул йышлă мероприятипе палăраççӗ. Теччӗ те аквтилă ӗçлет.

Роза Чентаева чăваш йăли-йӗркипе çыхăннă мероприятисене пӗлмесӗр тумалла маррине аса илтерчӗ. Чăваш тӗнӗпе çыхăннă йăласене тӗрӗс мар тусан явап тытма тӳр килнине асăрхаттарчӗ. 

Инна Лисина çитес çулхи Уявăн программипе, Сувар крепоçӗн строительствин лару-тăрăвӗпе паллаштарчӗ. 

Петр Плотников та туса ирттернӗ ӗçсемпе паллаштарчӗ. Чистай тата Анат Кама епархине Игнатий владыка ертсе пынă чух чылай ырă ӗç тунине аса илчӗ. 

Константин Малышев çитес çул ирттермелли мероприятисене шутласа тухрӗ. Çавсен шутӗнче республика шайӗнчи Уяв, çитес çул вăл Элкел районӗнче иртӗ. Тепӗр пысăк мероприяти Элметри – Учук. Çавăн пекех Константин Анатольевич çитес çулхи планра «Сувар» хаçат Кубокӗшӗн мини-футбол, «Чăваш шăпчăкӗ» юрă конкурсӗ, Порфирий Афанасьевăн 80 çулӗ тӗлне музей уçасси пуррине пӗлтерчӗ. 

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова кăçал хаçат тиражӗ чакнине пӗлтерсе ку ӗçе ЧНКЦ председателӗсене активлăрах хутшăнма, хаçат тăван чӗлхе пуласлăхӗшӗн кирлӗ инструмент пулнине аса илтерчӗ. 

Валентина Якличева чăвашсем сахал пурăнакан çӗрте ӗçлеме йывăртарах пулнине пӗлтерчӗ. Пăлхар музей-заповедникра чăвашсем çинчен пӗр сăмах каламаннине çапла хуравларӗ. «Вăхăтӗнче Минтимер Шаймиев чăвашсен историкӗсене явăçтарма тăрăшрӗ. Çырусем те çырнă Чăваш Республикине. Анчах пӗр сăмах калакан та пулман, хурав çитмен. Ӗçе хутшăнман. Минтимер Шаймиев чавса кăларакан масар плитисене чваш чӗлхипе кăна вулама пултарнине те пӗрре мар каланă. анчах эпир хамăр ӗçлемен, ним те туман. Халӗ вара Мускавран мӗнле хушнă, çапла ӗçлетпӗр тесе ăнлантараççӗ», – терӗ Валентина Якличева. 

Константин Малышев хăй енчен ку ӗçе вырăнтан хускатмаллине, музей-завповедник ертӳçисен ячӗпе официаллă çыру хатӗрлессине пӗлтерчӗ. 

Чăвашлăха пырса тивекен тата нумай ыйтăва сӳтсе яврӗç Канаш пайташӗсем. Шанас килет, çакăн пек хӗрӳ чӗреллӗ çынсем пур чухне аталану пулатех.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура