Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнчи ял кунӗсем Хулаçырминчен пуçланчӗç

Çӗпрел районӗнче ял кунӗсем пуçланчӗç. Йăлана кӗнӗ тăрăх мероприятисен черечӗ Хулаçырминчен пуçланать. Кăçалхи Ял кунӗ январӗн 22-мӗшӗнче иртрӗ. Уяв программинче тӗрлӗ ăстасен, шкул ачисемпе ача садӗнче ӗçлекенсен ал ӗçӗсен куравӗ, хоккей ăмăртăвӗ, концерт  пулчӗç. Ял-йыша уявпа саламлама килекен паллă ентешӗсемпе хаклă хăнасене хулаçырмисем юрă-ташăпа, çăкăр-тăварпа кӗтсе илеççӗ ялан.

Çӗпрел районӗнче ял кунӗсем пуçланчӗç. Йăлана кӗнӗ тăрăх мероприятисен черечӗ Хулаçырминчен пуçланать. Кăçалхи Ял кунӗ январӗн 22-мӗшӗнче иртрӗ. Уяв программинче тӗрлӗ ăстасен, шкул ачисемпе ача садӗнче ӗçлекенсен ал ӗçӗсен куравӗ, хоккей ăмăртăвӗ, концерт  пулчӗç.

Ял-йыша уявпа саламлама килекен паллă ентешӗсемпе хаклă хăнасене хулаçырмисем юрă-ташăпа, çăкăр-тăварпа кӗтсе илеççӗ ялан.

Çавсен хушшинче район пуçлăхӗ Марат Гафаров, «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, ЧНК вице-президенчӗ, УОЧНКА председателӗ, ЧР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ Олег Мустаев, ТР ЧНКА председателӗн вӗренӳ енӗпе çумӗ, «Сувар» хаçат тӗп редакторӗ Ирина Трифонова пулчӗç.

Хулаçырминче Ял кунне ирттересси – Николай Угасловăн пуçарăвӗ. Пӗрремӗш хут вăл чиркӳ уçăлнă çул иртнӗччӗ. Николай Федорович ялта чи кӗтнӗ хăнасенчен пӗри. Унпа çеç те мар. Угаслов нумай ырă ӗç тунă тăван ялшăн. Малашнехи плансем те ун пысăк, ялти чиркӳ çумӗнче парк уçма тата аннене халалланă палăк лартма шухăш пур унăн, кун пирки вăл ял-йыша саламлама тухсан пӗлтерчӗ.

Район пуçлăхӗ Марат Гафаров ял хутлăхӗн тирпей-илемӗпе çыхăннă плансемпе паллаштарчӗ. Хулаçырмисем миçе çул ӗнтӗ акă асфальтлă çула тӗпрен юсасса кӗтеççӗ. Ăна 90-мӗш çулсенче тунăранпа пӗрре те юсаман. Кашни çулах ял кунӗнче çак ыйтăва çӗклеççӗ. Марат Ринатович шантарнă тăрăх, кăçал çула Аслă Аксуран пуçласа Хулаçырмине кӗрекен кӗпер таран тăваççӗ. Çитес çул асфальтлă çул яла кӗмелле.

Марат Гафаров Хулаçырми çăлсемпе палăрса тăнине те асăнчӗ. Вăл туристсемшӗн интереслӗ пулма пултарнине палăртса ку енӗпе ӗçлемеллине каларӗ. «Эпир ăна пӗрле кăна пурнăçлама пултаратпăр», – терӗ вăл.

Хулаçырми ланшафчӗ чăн та хăйне евӗр. Кунта сиплӗ шывлă 14 çăлкуç тапса тăрать. Ăна ӗçсе тӗрлӗ чиртен сывалнисем те пур. Çавăнпа инвестор тупăнсан кунта ӗç йӗркелесе яма пулатех.

Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Усмендеев çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсене туса малашнехи ӗç планӗпе паллаштарчӗ. Çитӗнӳсен шутне вăл ялти Г.Семенов ячӗллӗ шкул ТР Экономика министерствин грантне çӗнсе илнине те кӗртрӗ. Доклад туса пӗтернӗ хыççăн вăл ӗçре палăрнисене тата тăван яла пулăшакансене Хисеп хучӗсем тата тав çырăвӗсем парса чысларӗ. Ун пеккисем ялта питӗ нумай. Мăшăрланса пӗрле 25 тата 50 çул пурăнакансене те манса хăварман. Çавсен шутӗнче кăçал Нинăпа Владимир Егоровсем тата Нинăпа Николай Юркинсем пулчӗç.

Районти клуб ӗçченӗсемпе юрра-ташша маçтăр çынсем халăха чаплă концертпа савăнтарчӗç. «Хӗлхем» халăх ансамблӗн артисчӗсем, Клуб заведующийӗ Клара Портнова, ача сачӗн ертӳçи Елена Мутина, Алешкин-Саплăкри клуб ӗçченӗ Наталья Клементьева тата ыттисен юрлани чӗрене пырса тиврӗ.

Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн черетлӗ номерӗнче вуласа пӗлӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура