Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Майăн 1-мӗшӗ тӗлне легализациленсе ӗлкӗреймен мигрантсене килӗсене ăсатаççӗ

Кайран мигрантсен хăйсене çилленмелли кăна юлать – ӗçне вăхăтра туманшăн. Санкцисем вара вӗсене хирӗç çивӗч пулаççӗ: автотранспорт çӳретме, водитель правине илме, банкри укçипе усă курма, укçа-тенкӗ куçарма, çав шутра ют çӗршыва та. Ку кăна та мар-ха, легальлӗ майпа пурăнманнисен куçман пурлăхпа сделкăсем тума, автотранспортпа суту-илӳ тума, мăшăрланма е уйрăлма, бизнес йӗркелеме юрамасть тата ытти те.

Майăн 1-мӗшӗнчен пуçласа мигрантсемпе çыхăннă çӗнӗ законсем вăя кӗреççӗ. Уйрăмах Раççейре пурăнакан нелегалсене хӗсме тытăнӗç. Вӗсенне водитель удостоверенийӗсене туртса илеççӗ, ӗç йӗркелеме чараççӗ тата ачисене шкула яма та ирӗк пулмасть вӗсен. Унсăр пуçне нелегалсем банк шучӗ  çинчи укçипе те усă кураймӗç.

Тата мӗн кӗтет-ха çӗршывра закона пăсса регистрацисӗр пурăнакан мигрантсене? Ку ыйтăва иртнӗ эрнере «Татар-информ» ИАра пулнă пресс-конференцире ТР Раисӗн пулăшуçи Рафис Хабибуллинпа  ШӖМӗн миграци ыйтăвӗсемпе Тутарстанри управленийӗн пуçлăхӗ Марат Галеев уçăмлатрӗç.

Рафис Хабибуллин сăмахӗпе ТР Раисӗ закона çирӗп пăхăнса ӗлеме ыйтнă: 

- Паянхи ирхи ларура Рустам Минниханов акă мӗн асăрхаттарчӗ.  Тутарстаншăн мигрантсемпе çыхăннă лару-тăру пăшăрхануллă. Мӗншӗн тесен производствăра та, промышленноçра та, уйрăмах нефтехимире, строительствăра, çул-йӗр комплексӗнче мигрантсемсӗр йывăр, республикăна ӗç алли кирлӗ. Анчах закон йӗркине эпир пăсмăпăр терӗ  Рустам Минниханов, – терӗ унăн пулăшуçи.

Марат Галеев палăртнă тăрăх, Тутарстан мигрантсемшӗн илӗртӳллӗ регион. Вӗсен шучӗпе республика Раççейре топ-5 шутне кӗрет. 99 пин мигрантран 22 пинӗн кăна вăхăтлăх пурăнма е нумай вăхăта юлма регистрациленнӗ, ыттисем нелегалсем. 50 проценчӗ ӗçлеме килнӗ, тепӗр 18 проценчӗ – вӗренме, ыттисем харпăр ыйтусемпе е хăнана килеççӗ.

Мигрантсен майăн 1-мӗшӗччен легализациленме вăхăт пур, енчен те ăна тумасан нелегала хирӗç çивӗч санкцисем ӗçлеме тытăнаççӗ – депортаци таранчченех. Ку РФ Президенчӗн Хушăвӗ январӗн 1-мӗшӗнчен ӗçе кӗнипе çыхăннă. Унпа килӗшӳллӗн, миграци йӗркисене пăсса пурăнакансен легализациленме май пур. Документсене пуçтарса пама вӗсене апрелӗн 30-мӗшӗччен вăхăт панă. Енчен те закона пăхăнмасăр халиччен мӗнле пурăннă çаплах пурăнсан мигрантсене çивӗч санкцисем кӗтеççӗ. 

«Тата çакна та палăртса хăварас килет, ют çӗршыв гражданне   регистрациленме кирлӗ документсене пуçтарса панă хыççăн обязательнăй майпа административлă явап тыттарса штраф тӳлемелле тăваççӗ. Штраф тӳлеттерни çӗршывран та кăларса ярассине пӗлтермест», – терӗ Марат Галеев.

Спикер пӗлтернӗ тăрăх, паяна пурӗ те 220 мигрант кăна легализациленме документсем пуçтарса панă. Паллах, ку шутсăр сахал. Малашне те Тутарстанра ӗçлесе пурăнас тесен вӗсене васкама тивет. Цифрăна пăхсан апла теме çук.

Санкцисем

Кайран мигрантсен хăйсене çилленмелли кăна юлать – ӗçне вăхăтра туманшăн. Майăн 1-мӗшӗнчен вӗсен автотранспорт çӳретме, водитель правине илме, банкри укçипе усă курма, укçа-тенкӗ куçарма, çав шутра ют çӗршыва та. Ку кăна та мар-ха, легальлӗ майпа пурăнманнисен куçман пурлăхпа сделкăсем тума, автотранспортпа суту-илӳ тума, мăшăрланма е уйрăлма, бизнес йӗркелеме, харпăр предприниматель статусне илме, ачисене шкула е ача садне вырнаçтарма, юрамасть, SIM-картта туянасси таранах.

Унсăр пуçне ТР Раисӗн Хушăвӗпе 2025 çулта мигрантсене хăш-пӗр ӗçе илессипе те чарусем пур. Хушу проекчӗпе килӗшӳллӗн, 10 тӗрлӗ ӗçе малашне вӗсен илме юрамасть. Çав шутра таксире, охранăра, юристра, ветеринарта. Мигрантсем енӗпе чарусем çулталăк ӗçлеме тивӗç. Хушура палăртнă тăрăх организацисене штат расписанине йышăннă нормăсене тивӗçтерме виçӗ уйăх парăнать.

Марат Галеев сăмахӗпе, мигрантсен легализациленнисӗр пуçне медкомисси тухнине ӗнентерекен хут та пулмалла. Çапла майпа Раççей Правительстви  хамăр граждансене ют çӗршывран килме пултаракан чирсенчен упрать. Ку кăна та мар, малашне мигрантăн вырăс чӗлхине пӗлнине, Раççей историйӗпе, çӗршыври закон  йӗркисемпе паллашнине çирӗплетекен сертификатсем те пулмалла. Вырăс чӗлхине пӗлнипе требованисем ют çӗршыв çынни мӗнле тӗллевпе Раççее килнинчен уйрăлса тăраççӗ. Вăхăтлăха ӗçлеме килнисен кăштах калаçкалама, ăнланма пӗлни те çителӗклӗ. Енчен те мигрант малашне гражданство илсе пурăнма юлас, кунта ӗçлесе пурăнас тесен вырăсла ун лайăх пӗлмелле. Экзамен йышăнассипе Хусан Федераллă универститетне явапланă. Экзаменсене Хусан хулисӗр пуçне ХФУн Елабугăри, Çырчаллинчи филиалӗсенче те пама пулать.

Требованисем кунпа вӗçленмеççӗ-ха. Мигрантсен налог тата ытти енӗпе те парăмсем пулмалла мар. Пур-тăк хăвăртрах тӳлесе татмалла.

Вăт çакăн пек чарусем вăя кӗреççӗ майăн 1-мӗшӗнчен. Мигрантсем лартнă требованисене тивӗçтереймесӗр çӗршывран тухса кяссине кӗтмелле пулать-и е вӗсем тарса çӳреме пуçлӗç? Ку ыйтусене те çӗклерӗç пресс-конференцире. Марат Галеев сăмахӗпе, законран тарма пулмӗ никамăн та.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство