Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Атăлçи халăхӗсен тăван чӗлхисен вӗрентекенӗсен хушшинче Анат Камăри чăваш гимназийӗн вӗрентекенӗ Светлана Исакова çӗнтерчӗ

Тӗлӗнмелле вăхăтра пурăнатпăр эпир. Этемшӗн тăван чӗлхерен, тăван культурăран, халăхран çывăхраххи, ăнланмаллараххи çук пек, çутçанталăк панипе хăйпе хăй пулмалли япала ӗнтӗ. Çук вӗт, тăван чӗлхе кирлӗ мар, пурте вырăс пуласшăн. Мӗншӗн пирӗн чăвашсем хăйсенчен хăйсем писсе урăх енне пăхаççӗ? Хамăра япăх, ыттисенчен катăк тени пулать вӗт ку?

Тӗлӗнмелле вăхăтра пурăнатпăр эпир. Этемшӗн тăван чӗлхерен, тăван культурăран, халăхран çывăхраххи, ăнланмаллараххи çук пек, çутçанталăк панипе хăйпе хăй пулмалли япала ӗнтӗ. Çук вӗт, тăван чӗлхе кирлӗ мар, пурте вырăс пуласшăн. Мӗншӗн пирӗн чăвашсем хăйсенчен хăйсем писсе урăх енне пăхаççӗ? Хамăра япăх, ыттисенчен катăк тени пулать вӗт ку? Паллах, çыннăн пӗр чӗлхепе кăна çырлахмалла мар, Раççейре пурăнатпăр пулсан вырăсла та аван калаçмалла, ытти халăхпа хутшăнас тесен акăлчан е урăх чӗлхе пӗлмелле. Мӗн чухлӗ пӗлен, çавăн чухлӗ пуянрах. Анчах хăçан пуçланса кайрӗ вăл тăван чăваш чӗлхи ытти чӗлхесене вӗренме мешетлет тени? Ман шутпа, ухмах кăна çапла шутлама пултарать. Тăван чӗлхе вăл пирӗн ДНКра, юнра, вăл ура айӗнчи çӗр пек çын ӳсӗмӗшӗн никӗс пулса тăрать.

Пире кăна мар çак проблема хумхантарать. Атăлçире пурăнакан нацисен – тутарсен, марипе мордвасен, удмуртсен те пур вăл. Мӗн кăна шутласа кăлармаççӗ паян тăван чӗлхе учителӗсем ачасенче интерес вăратас тесе. Ӗнтӗ артиста тухасси кăна юлать вӗрентекенсен. Вӗренӗве интереслӗрех тăвас тӗллевпе тӗрлӗ меслетсем шутласа кăлараççӗ. Çавсемпе паллаштарчӗç те мартăн 26-27-мӗшӗсенче тӑван чӗлхе тата вырсарни шкулӗсен вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раççейри конкурсӗнче. Кăçал вăл Хусанти Каюм Насыри ячӗллӗ 80№ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан  тутар-вырӑс шкулӗнче иртрӗ. Ун директорӗ пулса Роберт Мансуров ӗçлет. Вăл хăнасене çав тери тарават йышăнчӗ, мӗнпур кирлӗ условипе тивӗçтерчӗ.

Çуллен çак конкурс «Тутарстан Республикин патшалăх чӗлхисене тата Тутарстан Республикинчи ытти чӗлхесене упрасси, тӗпчесси тата аталантарасси» патшалăх программипе пурнăçланса пырать. Конкурс историйӗ 2007 çултан пуçланать. Ун тӗллевӗ – Раççей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин халăхӗсен чӗлхисемпе культура тӗрлӗлӗхне упраса хăварасси, малалла аталантарасси тата тăван чӗлхе учителӗсен статусне ӳстересси, педагогика опычӗпе профессири пултарулăха сарасси.   

Куçăн тапхăра кăçал республикăран 69 вӗрентекен хутшăннă, тепӗр 12-шӗ ытти регионсенчен. Финала 50-шӗ тухнă. Çак шутран 16-шӗ тутар чӗлхи, 8-шӗ вырăс чӗлхи, 7-шӗ чăваш чӗлхи, 3-шер марипе удмурт чӗлхи тата 1 мордва чӗлхи учителӗсем, тепӗр 12-шӗ урăх регионтан килнӗ тутар чӗлхи вӗрентекенӗсем. 

Чӑваш, мари, мордва, удмурт вӗрентекенӗсене яланхи пек пӗр секцие пуçтарнă. Сăмах май, ЧНКА Канашӗ, «Сувар» хаçат редакцийӗ пӗрре мар чăвашсене уйрăм секцие пуçтарма ыйтнă, халӗ те ку ыйтăва çӗклерӗмӗр. Ытти çулсенче чăваш учителӗсен шучӗ ытларахчӗ пирӗн, ыттисемпе танлаштарсан кăçал та сахал мар. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ Эндже Гизатуллинапа ертӳçӗ канашçи Лилия Сахбиева ку ыйтăва ведомствăра пăхса тухма шантарчӗç.   

Чӑваш шкулӗсенчен хальхинче конкурса Лариса Андреева (Пӑва районӗнчи Тури Лашчи шкулӗ), Людмила Васильева (Çӗпрелӗнчи Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи шкул), Алена Торгашова (Теччӗ районӗнчи Пухтел шкулӗ), Светлана Колесникова (Çарӑмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмел шкулӗ), Светлана Сусарина (Апас районӗнчи Табар Черккӗн ял шкулӗ), Алина Павлова (Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел шкулӗ), Светлана Исакова (Анат Камӑри 34 номерлӗ гимнази) хутшӑнчӗç.

Паллах, конкурсра кашни çӗнтерме ӗмӗтленет пулӗ те, анчах ку мероприяти чи малтан пӗр-пӗрин опычӗпе, урăхла вӗрентӳ методикипе паллашма май панипе хаклă. Нумай педагог хăйӗн авторла меслечӗпе паллаштарчӗ. Мари, мордва, удмурт учителӗсем мӗнле ӗçленине пăхма та кăсăк пулчӗ. Конкурс педагогсен тавракурăмне пуянлатать, çӗнӗ инструментсемпе паллаштарать.

Чăваш вӗрентекенӗсенчен Анат Камăри чăваш гимназийӗн вӗрентекенӗ Светлана Исакова палăрчӗ. Гимназире вăл икӗ çул кăна ӗçлет-ха, çапах самай опытлă пулни курăнчӗ. Мастер-класӗ те, проект ӗçӗ те унăн интереслӗ пулчӗç. «Эпӗ чăн чăваш хӗрӗ. Ман анне Чăваш Енри Çӗмӗрлерен, атте Пушкăртстан чăвашӗ», – терӗ вăл хăйпе паллаштарса.

Лариса Андреевапа Алена Торгашована та палăртмалла, çак опытлă педагогсем хăйсем те тахçанах методист шайне тухнă. Пуçласа хутшăнакан Алина Павловапа Людмила Васильеван та вӗрентӳри потенцилӗ пысăк. Светлана Сусаринан мастер-класӗ, Светлана Колесникован проект ӗçӗ питӗ интереслӗччӗ, çӗнтерӳçӗсен шутне кӗме вӗсен шанăç пурччӗ.

 Вӗрентекенсем питӗ лайăх хатӗрленсе килеççӗ, тумӗсем таранччен шута илеççӗ, хушпу-тухья, кӗпи-саппунӗ артистсеннинчен кая мар. Çапах ку пултарулăх конкурсӗ мар. Чи кирли – тăван чӗлхене вӗрентессинче паянхи çӗнӗлӗхсемпе, инновацилле тейӗпӗр, технологисемпе, меслетсемпе усă курни. Мастер-классене наука енчен вăйлатни кирлӗ.

Министерство ӗçченӗсем тутар чӗлхипе вӗрентекенсемпе танлаштарма пăхни, ман шутпа, тӗрӗс мар. Тутарстанра вӗсем валли методисчӗсем те, ытти майӗсем те çителӗклӗ. Чăваш чӗлхи учителӗсен квалификацине ӳстерме Шупашкара ярсан усси пысăкрах пулӗ. Кунта вӗсемпе ӗçлеме методист çук. Тăрăшаççӗ пирӗн вӗрентекенсем, питӗ тăрăшаççӗ. Пурне те пысăк тав. Хусана килсе çӳреме те çăмăлах мар, хăйсем пӗлтернӗ тăрăх, хăш-пӗрне килсе кайма ни укçа-тенкӗпе, ни транспортпа тивӗçтермен. 

Конкурса хутшăнса пысăк паттăрлăх кăтартаççӗ вӗсем. Анчах конкурс çӗнтерӳçӗсӗр пулаймасть. Ку та кирлӗ, вăл ыттисене вăйлăрах ӗçлеме хавхалантарать, конкурс çулленхи-çке. Кăçал мар пулсан тепӗр çул, шанăç вăл ялан пур.

Çапла хутăш секцире пӗрремӗш вырăна Светлана Исакова йышăнчӗ, жюри йышӗнчи ытти халăх представителӗсем те уншăн сасăларӗç. Призерсен шутӗнче удмурт чӗлхи вӗрентекенӗ Елена Гаврилова, мордва чӗлхин вӗрентекенӗ Мария Якунина, мари чӗлхи вӗрентекенӗ Лидия Ишманова пулчӗç. Лауреатсен шутне харăсах виçӗ чăваш учителӗ Лариса Андреева, Людмила Васильева, Алена Торгашова,  мари чӗлхи учителӗ Ирина Родыгина кӗчӗç.  

Икӗ куна пынă конкурс çавра сӗтел ӗçӗпе вӗçленчӗ. Унта кашни тăван чӗлхене вӗрентессипе çыхăннă проблемăсемпе хăй шухăшне пӗлтерчӗ.

Çӗнтерӳçӗсемпе хутшăнакансене каярах чаплă лару-тăрура ТР Вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин тивӗçлӗ наградăсемпе чысларӗ, ӗçре çитӗнӳсем сунса тав турӗ.

Сăнӳкерчӗкӗсем авторăн тата https://tatarstan.ru сайтран. .

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование