News by date 1 April 2025
-
Атăлçи халăхӗсен тăван чӗлхисен вӗрентекенӗсен хушшинче Анат Камăри чăваш гимназийӗн вӗрентекенӗ Светлана Исакова çӗнтерчӗ
Тӗлӗнмелле вăхăтра пурăнатпăр эпир. Этемшӗн тăван чӗлхерен, тăван культурăран, халăхран çывăхраххи, ăнланмаллараххи çук пек, çутçанталăк панипе хăйпе хăй пулмалли япала ӗнтӗ. Çук вӗт, тăван чӗлхе кирлӗ мар, пурте вырăс пуласшăн. Мӗншӗн пирӗн чăвашсем хăйсенчен хăйсем писсе урăх енне пăхаççӗ? Хамăра япăх, ыттисенчен катăк тени пулать вӗт ку?
-
Мускавра Атăлçи халăхӗсен наци тумӗсен куравӗ уçăлнă. Унта чăвашсем те кайнă
Паян РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думинче «Атăлçи халăхӗсен XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çуррипе XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш çурри вăхăтӗнчи йăлари тумтир» курав уçăлнă. Хăнасене ТР Раисӗ Рустам Минниханов ятӗнчен ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, ТР Халăхсен Ассамблеин пуçлăхӗ Фарид Мухаметшин саламланă.
-
Мускавра пурăнакан чи илемлӗ пике – чăваш пики!
Мартăн 23-мӗшӗнче Раççейӗн тӗп хулинче иртнӗ «Мускав тата Мускав облаçӗн королеви» конкурсра Юлия Переверзева гран-при илме тивӗçнӗ.
-
Тутарстанри чăваш ялӗн пурнăçне çутатакан романăн виççӗмӗш кӗнеки пичетленнӗ
Чăваш наци библиотеки хатӗрленӗ «Вуламалли 100 кӗнеке» списока чăваш литературин ылтăн çӳпçи тесен те тӗрӗс. Чи интереслӗ, чӗлхе тӗлӗшӗнчен сăнарлă та паха хайлавсем кӗнӗ-çке унта. Алексей Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарӗ» романӗ те çав шутрах. Вулакансем ыйтнипе Чăваш кӗнеке издательстви ăна тепӗр хут кăларма йышăннăччӗ. 2023 çулта унăн пӗрремӗш кӗнеки кун çути курнăччӗ, пӗлтӗр – иккӗмӗшӗ, нумаях пулмасть виççӗмӗшӗ пичетленсе тухрӗ.
-
Чăвашла вуламасан, çырмасан чӗлхе мăкалать
2025 çулăн иккӗмӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани пуçланчӗ. Сире пирӗн хаклă вулаканăмăрăн çырăвӗпе паллаштарапăр.