Мускавра Атăлçи халăхӗсен наци тумӗсен куравӗ уçăлнă. Унта чăвашсем те кайнă
Паян РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думинче «Атăлçи халăхӗсен XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çуррипе XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш çурри вăхăтӗнчи йăлари тумтир» курав уçăлнă. Хăнасене ТР Раисӗ Рустам Минниханов ятӗнчен ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, ТР Халăхсен Ассамблеин пуçлăхӗ Фарид Мухаметшин саламланă.
Куравра Тутарстан территорийӗнче пурăнакан халăхсен 44 арçынпа хӗрарăм костюмне тăратнă. Çавсен шутӗнче вырăс, тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт, кӗрешӗн, пушкăрт халăхӗсен тумӗсем.
Проекта 2021 çултанпа ТР Халăхсен ассамблейипе Тутарстан Халăхсен Туслăх çурчӗн пуçарăвӗпе йӗркеленӗ. ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарăва ырласа йышăнса тӗрев панă. Костюмсене экспертсен ушкăнӗ Атăлçи халăхӗсем пысăк йышпа пурăнакан районсемпе ялсене тухса çӳресе таврапӗлӳ музейӗсенчен, харпăр коллекцисенчен пӗрчӗн-пӗрчӗн паха материал пухса хатӗрленӗ. Кашни халăх коллекцине специалистсен уйрăм ушкăнӗ пурнăçа кӗртнӗ.
Чăваш костюмӗсен эксперчӗсен шутӗнче Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ, Хусанти Туслăх çурчӗн ӗçченӗ Сильвия Чаркина.
Курав апрелӗн 4-мӗшӗччен тăсăлать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев