Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2025 çулта Хусантан Самарăна «Метеор» çӳреме тытăнать

Пассажирсене турттарассипе ӗçлекен «Тутарстан Республикин флочӗ» компани 2025 çултан Хусантан Самарăна шыв-шур тăрăх рейс йӗркелеме йышăннă. Маршрут пӗтӗмпе 8 чарăнуран, çав шутра Пăлхар, Толятти, Ульяновск хулисенче, тăрӗ. Çул çине пурӗ 10 сехет те 50 минут вăхăт кайӗ.

Пассажирсене «Метеор — 2020» пысăк хăвăртлăхлă карапсем турттарӗç. Çулла кун пек карапсем Хусантан Ульяновск, Шупашкар хулисене çӳренӗ, тесе пӗлтертет РБК Татарстан. «Тутарстан Республикин флочӗ» компанин ертӳçи  Роман Лизалин пӗлтӗр декабрь уйăхӗнчех Ульяновск хулине каякан рейс май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 22-мӗшӗччен ӗçлессине каланă. Халăха шур-шурпа турттарассине Тутарстан та, Ульяновск облаçӗ те субсиди парӗ.

Хусанпа Шупашкар хушшинчи рейссене Тутарстанăн та, Чăваш Енӗн те пассажир компанийӗсем çӳрӗç. «Метеорсемпе» «Валдайсем» 86 хутчен кая мар икӗ енне рейс тăвӗç. Тутарстанăн пассажир компанийӗ Хусантан Шупашкара тестлă рейссене пӗлтӗр кӗркуннех ирттерчӗ. Роман Лизалин сăмахӗпе, Хусантан Шупашкара, Шупашкартан Хусана шыв-шурпа çӳрес кăмăллă пассажирсем йышлă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество