Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

500 000 тенке ларнă шапка

Çырчаллинчи 48-ри хӗрарăм интернетра шапка сутнă, унпа пӗрле хăйӗн 500 000 тенкине...

Паянхи кун эпир йăлт интернет урлă тăватпăр, çав шутра туянатпăр та, çухататпăр та. Çырчаллинчи 48-ри хӗрарăм та акă шапка сутнă... 500 000 тенкӗлле. Тӗрӗсрех каласан, укçана хăйех такама парнеленӗ. «Челнинские известия» хаçат пӗлтернӗ тăрăх, шар курнă хӗрарăм канмалли кунсенче пулăшу ыйтса полицие килнӗ. Хăй каланă тăрăх, шапкăна сутас тӗллевпе вăл интернетра пӗлтерӳ лартнă. «Туянакан» нумай кӗттермен, шăнкăравласа шапкăна туянасси çинчен каланă, укçа куçарма вара реквизитсене ыйтнă. Кун пек чух темле ăслă çын та вăхăтлăха ăсне çухатать, хӗрарăм та акă реквизитсене хăйех пӗлтернӗ. Малалла вара яланхи схемăпа: куçа хупса иличчен шут çинчи укçа пӗр пус юлмиччен çук пулнă. Хӗрарăмăн вара пухăннă укçи сахал та мар, 521 пин тенкӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, хӗрарăма Калуга облаçӗнчен шăнкăравланă. Хисеплӗ туссем, шульăксен серепине лекес мар тесен интернетра та тимлӗх çинчен пӗр çеккунта та ан манăр.( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия