Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

66 МЕДАЛЬ, 22 КУБОК

Йӗлтӗрпе чупакансене Владимир Черланов, Михаил Чернов, Сергей Еремеев судьясем хакларӗç. Ăмăрту вăхăчӗ сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. 66 медальпе 22 кубок хăйсен хуçисене тупрӗç.

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упире иртнӗ шăматкун ватти те, вӗтти те йӗлтӗр йӗрӗ çине тăчӗç. Чупăва нумай çул В.И.Чапаев ячӗллӗ хуçалăха ертсе пынă хисеплӗ те паллă çынна, ветеринари тухтăрӗнче, зоотехникра вăй хунă Егор Пантелеймонович Ярухина (13.04.1930 – 15.02.2016) халалланă. Вăл хутшăннипе районта 55 культура объекчӗ çӗкленнӗ. Спорт мероприятине ӗç ветеранӗн пилӗк ывăлӗпе икӗ мăнукӗ йӗркелени те йăх-ăру йывăççин тӗрекӗ пирки калать.

Ăмăртăва Тутарстан, Ульяновск облаçӗпе Чăваш Енрен килнӗ спортсменсем хутшăнчӗç. Йӗлтӗрсем çине тăриччен малтан пурне те Культура çуртне йыхăрчӗç. Йӗркелӳçӗсем уяв ячӗпе ентешӗсене саламларӗç, ăнăçу сунчӗç. Уяври хаклă хăнасем хушшинче Кӗçӗн Упире çуралса ӳснӗ Зинаида Ярзуткина (Цыфаркина) та пурччӗ. Зинаида Григорьевна 1978 – 2000 çулсенче Ульяновск облаçӗнче Елшанка ялӗнчи вăтам шкулта ачасене географи вӗрентнӗ. Çӗпрел районӗнче иртекен пур спорт мероприятисене те хутшăнма тăрăшать вăл. Пӗр хутчен çеç мар чемпион ятне тивӗçнӗ. Хальхинче те вăл  чупакансене çитӗнӳсем сунса çамрăк чухне çӗнтерӳçӗсен пьедесталӗ çине илсе çитернӗ йывăç йӗлтӗрсене кăтартрӗ.

Е.П.Ярухинăн çывăх юлташне, В.И.Чапаев ячӗллӗ хуçалăхăн тава тивӗçлӗ колхозникне Василий Спиридонова сăмах пачӗç. Василий Иванович çак кунсенче хăйӗн 85-мӗш менелникне паллă тунине каларӗ. Сакăр теçетке урлă каçса малалла ăнтăлма ăна сывă пурнăç йӗркине пăхăнни тата çамрăксенчен юласшăн пулманни пулăшнине палăртса хăварчӗ ӗç ветеранӗ. Нумай вăхăтне арçын уçă сывлăшра ирттерме тăрăшать, велосипедпа ярăнать, çуран çӳрет. Пурне те хăйӗнчен тӗслӗх  илме тата ăмăртусенче хастар пулма сунчӗ вăл.

Тинех хавхалануллă шкул ачисем старта тухрӗç. Çак хушăра йӗлтӗрçӗсене хавхалантаракансене çуллă икерчӗ, пылак апат çитерчӗç, вӗри чейпе хăналарӗç. Йӗлтӗрпе чупакансене Владимир Черланов, Михаил Чернов, Сергей Еремеев судьясем хакларӗç. Ăмăрту вăхăчӗ сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. 66  медальпе 22 кубок хăйсен хуçисене тупрӗç. Ярухинчен çемйине тав туса киле таврăнтăмăр. (Василиса  ЧЕРНОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: cпорт