Ирина Краснова салтаксен алли-ури ан шăнтăр тесе тăрăшать
Турхан Упи ялӗнче пурăнакан Ирина Краснова ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем валли алсиш-нуски çыхни пирки хаçатра пӗрре мар каласа панă. Çак кунсенче вăл Упи ял хутлăхӗн кантурне черетлӗ 34 мăшăр ăшă нуски кӗртсе пачӗ.
Кил хуçалăхӗнчи ӗçсенчен пушансанах йӗппе çăмха илет те ал ӗçӗпе аппаланма ларать. Ырă та питӗ кирлӗ ӗçрен айккинче юласшăн мар вăл. 90 çула çывхаракан амăшне те пăхать хӗрарăм. Вăл яланах çумӗнче пулни, канашсемпе пулăшни вăй-хал парать ăна. «Ырă чӗреллисем» ушкӑн волонтерӗсемпе пӗрле маскировка сетки çыхнă çӗре те хутшăнать Ирина Васильевна.
– Алсиш-нуски çыхасси – йывăр ӗç мар. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче те тылрисем фронта пулăшнă. Пӗр ларсан çыхăнать. Каç пулни те сисӗнмест. Çăмхи пӗтсен лавккара пур, кайса туянма пулать. Кăштах та пулин пулăшу пултăр тетӗп, кашни салтак тăван ене çӗнтерӳпе таврăнтăр хăвăртрах, – тет хастар волонтер.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев