Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

960 килограмм таякан пулă курнă-и эсир?

Атăлçи тăрăхӗнчи выçлăх вăхăтӗнче (1921-1923 çулсенче) Теччӗ пулăçисене халăх валли пулă тытма кăларнă. Çапла 1921 çулхине февраль уйăхӗнче пӗр ирхине икӗ пулăç сӗрекене тӗрӗслеме тухать те пысăк япала çакланнине асăрхать. Хăйсем кăна туртса кăларма та хăтланнă-ха малтан, анчах вăй çитменнипе çывăхри пулăçсене пулăшăва йыхăрма тивет. Кӗрешӳ кун каçах пырать, каç енне кăна парăнать вӗсене пулă. Темӗн пысăкăш трофея пулăçсем Теччӗри кивӗ пасар тӳремне ир енне сӗтӗрсе çитеççӗ. Тӗлӗнтермӗше курма ирхине халăх нумай пухăнать. Виçсе пăхас теççӗ – киресем çитмеççӗ. Кун хыççăн пасар тӳремӗнчи мӗнпур кирне пухма шутлаççӗ. Шартах тӗлӗнет халăх – пулă тоннăна яхăн! Ăшне çурсан 12 пăт (196,56 килограмм) хура вăлча тата самай нумай çтерлӗк, налим пулă, рак кăлараççӗ. Çурăм шăмми тăрăх пăхса вăл 90-120 çулсенче пулнине те палăртаççӗ.

99 çул каялла февраль уйăхӗнче Теччӗ хули патӗнче тытнă шурă пулă (белуга) 5 метр ытла вăрăмăш, 960 килограмм йывăрăш пулнă, ăшӗнчен 12 пăт (196,56 килограмм) хура вăлча тухнă!

90-120 çулти тӗлӗнтермӗш

Атăлçи тăрăхӗнчи выçлăх вăхăтӗнче (1921-1923 çулсенче) Теччӗ пулăçисене халăх валли пулă тытма кăларнă. Çапла 1921 çулхине февраль уйăхӗнче пӗр ирхине икӗ пулăç сӗрекене тӗрӗслеме тухать те пысăк япала çакланнине асăрхать. Хăйсем кăна туртса кăларма та хăтланнă-ха малтан, анчах вăй çитменнипе çывăхри пулăçсене пулăшăва йыхăрма тивет. Кӗрешӳ кун каçах пырать, каç енне кăна парăнать вӗсене пулă. Темӗн пысăкăш трофея пулăçсем Теччӗри кивӗ пасар тӳремне ир енне сӗтӗрсе çитеççӗ. Тӗлӗнтермӗше курма ирхине халăх нумай пухăнать. Виçсе пăхас теççӗ – киресем çитмеççӗ. Кун хыççăн пасар тӳремӗнчи мӗнпур кирне пухма шутлаççӗ. Шартах тӗлӗнет халăх –  пулă тоннăна яхăн! Ăшне çурсан 12 пăт (196,56 килограмм) хура вăлча тата самай нумай çтерлӗк, налим пулă, рак кăлараççӗ. Çурăм шăмми тăрăх пăхса вăл 90-120 çулсенче пулнине те палăртаççӗ.

Хыпарӗ пирӗн, мӗлки аçтăрхансен

Ашне халăх çинӗ-и, çук-и – лайăх астумаççӗ, тирӗпе пуçне вара Хусана ăсатни паллă. Пуçӗнчен музей валли мӗлке (чучело) тунă. Анчах нумай сыхланаймасть теччӗсен пулли, 1957 çулта музейре тухнă пушарта çунса каять. Çавăнпа паянхи кун Хусанти наци музейӗнче упранакан экспонат (шурă пулă пуçӗн мӗлки) Аçтăрхан тăрăхӗнче тытни, хыпарӗпе сăнӳкерчӗкӗ вара – теччӗсен.

Пулă улать?

1921 çулта шурă пулла тытнă пулăçсенчен пӗрин Александр Сергеевăн кӗçӗн мăнукӗ Александр Петрунин (вăлах Теччӗри пулă музейӗн ертӳçи те) сăмахӗсемпе, ăнсăртран кӗмсӗрт тытнă пулă та пулман вăл. Тепӗр пулăç ăна çулларанпах хăваланă. Хăш тӗлерех вăлча сапма килнине сăнанă, пулă уланă сасăпа вырăнне палăртнă. Çапла, çапла шурă пулă улать иккен, вырăссен «выть как белуга» каларăшӗ çакăнтан тухса кайнă ахăр. 90-120 çулсенчи пулă ухмах та пулман-ха ӗнтӗ, 8 сӗрекене татса кайма ăс çитернӗ вăл, 9-мӗшӗнчен хăтăлайман.

Атăлта урăх çук

Шурă пулă Атăл пулли мар, кунта вăл Каспи тинӗсӗнчен вăлча сапма кăна кӗнӗ ӗлӗк. Хальхи вăхăтра шел те Атăлта тӗл пулмасть, мӗншӗн тесен водохранилище плотинисем урлă иртейменнипе вăлча сапма кӗмест. Çитменнине Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗрен ăна тытма та юрамасть. Паянхи кун Теччӗ тăрăхӗнчи Атăлта ытларах çупах (лещ), шăла (судак),  çӗлен-пулă (угорь), уланкă (окунь), шерӗх (жерех), çуйăн, çăрттан тата ытти пулăсем. Авалхи йӗп-пулă та паянхи кунчченех упранса юлнă-ха. Александр Петрунин пӗлтернӗ тăрăх, юлашки çулсенче Атăл туйăнланнипе ăшăхланса пынипе май уйăхӗнчех чечекленме пуçлать. Тен, çавăнпах-ши тинӗс пулли тюлька (ахăртнех вӗсем Каспи тинӗсӗнчен хăпараççӗ) Атăлта нумай тӗл пулать.

Раççейре иккӗмӗш музей

Теччӗ хули патӗнче рекордлă виçеллӗ шурă пулă тытни – историлле факт. Апла пулин те ун çинчен теччӗсемсӗр пуçне ыттисем питех пӗлмен те темелле. Виçӗ пичке çине хунă темӗн пысăкăш пулă хыçӗнче 16 çын тăракан кивӗ сăнӳкерчӗк те акă интернетра тахçанах çӳрет. Ун пирки вара «пулла 1921 çулта Атăлта тытнă» тесе çеç çырнă, Теччӗ хулине асăнман. Тоннăна яхăн таякан шурă пулă историйӗпе паллаштарас  тӗллевпех 2018 çулта пулă музейне уçнă (Раççейре иккӗмӗш вăл, пӗрремӗшӗ Аçтăрхан хулинче). Сăмах май, пысăк шурă пулă палăкне музей умнех вырнаçтарнă. Чăн та,1921 çулта тытнă пулăран кăшт пӗчӗкрех вăл. Музей çурчӗ хăй те архитектура палăкӗ шутланать, 19 ӗмӗрте Серебряков купсасен суту-илӳ лавкки пулнă.

3000 пин ытла экспонат

Теччӗсен каласа памалли те, кăтартмалли те пӗр шурă пулă кăна мар. Атăл хӗрринче авалтан пурăнакан халăхăн пулă тытас опычӗпе ăсталăхӗ çав тери пысăк, вăрттăнлăхӗсем те нумай. Çитменнине 1939 çултанпа пулă завочӗ ӗçлет кунта. Паллă ӗнтӗ, вăхăтӗнче 700 çынна ӗç вырăнӗпе тивӗçтернӗ заводăн хăйӗн историйӗ.

Хальхи вăхăтра музей комплексӗнче пурӗ 3000 ытла экспонат, пурте Теччӗ тăрăхӗнчисем е Теччӗ çыннисемпе çыхăннисем. Çав шутра темиçе миллион çул каялла пурăннă тем пысăкăш аммонитпа белемнит моллюсксем те, иртнӗ ӗмӗрте Теччӗ купси аякри çӗршывран илсе килнӗ кит мăйăхӗ те.

 Юханшывпа ун хӗрринче пурăннă çынсен историйӗпе, теччӗсен ӗмӗрхи промыслипе, пулă тытмалли авалхи хатӗрӗсемпе, пулăçсен пурнăçӗпе «Авалтан паянхи кунччен», «Сăнăран çекӗл таран», «Пулăç хуçалăхӗ», «Пулăç çурчӗ» залсем паллаштараççӗ. Кăсăк сюжетлă экспонатсем уйрăмах асра юлаççӗ.

Туй куçкӗскийӗ

Теччӗ чăнах та хăйне евӗрлӗ, вăхăтӗнче ун урлă пурçăн çулӗ иртни нумай витӗм панă. Кунне Течче 24 прахут таранах чарăннă ун чух.Археологсен тӗпчевӗсем тăрăх, кунта авал финно-угор халăхӗсем пурăннă теççӗ пулсан та, пăлхар йӗрӗсӗр те мар. Калăпăр, туй куçкӗскийӗ парнелес йăлана пăлхарсем çырса хăварнисенче асăнни пур. Сюжечӗ Китайран килнӗ-мӗн. Ӗлӗк-авал пӗрлешекен хӗрпе качча туйра хыçне пулă ӳкернӗ пысăках мар куçкӗски парнеленӗ. Вăхăт иртсен мăшăртан пӗри вилсен, пытарнă чух пӗрле хайхи куçкӗскийӗн çуррине хурса янă, тепӗр пайне тепӗр мăшăрӗ вилсен хунă. Куçкӗски пайӗсем вӗсене леш тӗнчере пӗр-пӗрне шыраса тупма пулăшаççӗ тесе ӗненнӗ.

«Ӳсӗр пулă»

Пулă музейӗ-тӗк, паллă ӗнтӗ, тӗп пусăм та пулă промысли çине. Унпа çыхăннă интереслӗ япаласем нумай пӗлме пулать кунта. Тӗслӗхрен, ӗлӗк-авал пулла аякри вырăнсене сутма илсе çитермелли мелсем. Хӗлле пулла шыв çине чиксе темиçе хутчен пăрлантарнă пулсан, çулла мӗн тунă-ха? Мелне тупнă пулăçсем. Пулă сухи (жабры) çине эрех ярса пынă иккен. Пулă вилмен, ӳсӗрӗлнипе çывăрса кăна кайнă. Ниме кирлӗ мар пек туйăнакан пулă укçи те темӗн çинчен те каласа пама пултарать. Вăл пулă ӳтне, мыщцисене, шалти органӗсене сиенленесрен хӳтӗленисӗр пуçне тата информаци çăлкуçӗ те иккен. Ун çинчи ункăсем, йывăç вулли çинчи пекех, хуçи миçерине пӗлтереççӗ. Урăхла каласан, пуллипе пӗрле ӳссе пырса кашни çулталăкӗ ункăсем пек йӗрсем хăварать.

Пуртă

Атăлăн сăртлă çыранӗнчи Вшиха тăвӗ çинче вырнаçнă Теччӗ хулашӗ халӗ те тӗлӗнтерме пăрахмасть. Архелогсем çӗннине тупсах тăраççӗ. Хусанти культура институчӗн профессорӗ Константин Руденко ертсе пыракан студентсен ушкăнӗ акă  çӗр айӗнчен пӗр пек 8 пуртă чавса кăларнă. Вӗсенчен пӗрне те хăйраса ӗлкӗреймен пулнă-ха. Çывăхра металл ирӗлтерекен, тирпейлекен ятарлă вырăн пулнăран пуртăсене унтах хатӗрлеме пултарни иккӗленӳллӗ мар.

Пӗр çын та выçă каймасть кунтан

Музей чăнах та хăйне евӗрлӗ, картишӗнче те интересли çав тери нумай. «Пулăç кил-çурчӗ» пулă тытмалли ӗлӗкхи хатӗрсемпе, сӗреке çыхмалли  мелсемпе паллаштарать пулсан, «Русалка мастерскойӗнче» сувенир хатӗрлеме вӗрентеççӗ. «Русалка тронӗ» çине ларса асăнмалăх сăн ӳкерӗнме те пулать.

Атăл пуллинчен вырăнти рецептпа пӗçернӗ вӗри апата тутанса пăхма та май пур. Çак тӗлӗшпе ятарлă кафесем ӗçлеççӗ. Атăл пуллипе çывăх тăвансене те хăналас тесен вара тӗтӗмленӗ, пӗçернӗ, типӗтнӗ пулла туянма пулать. Ятарлă лавккара хаклă мар вӗсем. Музей уçăлни темиçе çул кăна-ха, апла пулсан унта пин-пин турист пулма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Эпир пырас умӗн пӗр кун маларах кăна юлашки теплохода ăсатни пирки пӗлтерчӗç теччӗсем.

В. Александрова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Тетюши белуга