Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

97-ри Зинаида Селивановăна Аслă Çӗнтерӗве 80 çул çитнӗ ятпа медальпе чысланă

Ялти ытти хӗрсемпе пӗрле Мускав тăрăхне кӗленче завочӗ тума ăсатнă чухне Зинаида Полоруссова вун çиччӗ те тултарман пулнă-ха. Вăрçă вăхăтӗнче арканнă халăх хуçалăхне ура çине тăратмалла пулнă.

Завод тунă çӗрте ӗçӗ çав тери йывăр, хуть мӗн каласан та черчен хӗрсем валли мар ӗнтӗ. Çамрăк пикесем çырмаран хăйăр турттарнă – ăна алăпа тиенӗ, алăпа пушатнă. Кайран хатӗр кӗленчесене тиесе ăсатнă.

Пурăнма вара çил шăхăракан бараксенче пурăннă. Унта мӗн тӳсме тивнине хăй çеç пӗлет пуль Зинаида Ивановна – шăнса тертленнӗ, çимелли те пит пулман. Тăван килӗшӗн пит тунсăхланă, юратнă Беловки те тӗлӗке час-час кӗнӗ. 

Ялта вара хӗрсене каялла таврăнасса кӗтсех тăнă, тăван тавралăх илемӗпе киленсе канма май килмен. Мускав патӗнчен таврăннă-таврăнман çамрăк пикесене Мурзиха патне вăрман касма янă. Унта та ырми-канми тăрăшнă маттур чăваш хӗрӗсем. Ӗçе вӗçлесен тинех тантăшӗсемпе яла таврăннă Зинаида – çуран. Çуркунне, юр ирӗлсе пырать. Çăпаталлă хӗрсем тăватă кун утнă. Питӗ те ывăнса çитнӗ. 

Ку хутӗнче те вăрах кантарман çамрăкскерсене – Кивӗ Тимушкелне машинăпа трактор станцийӗ тума янă. Унччен алăра пуртă пулнă-тăк, халь пăчкăпа ӗçлеме тивнӗ...

Тӗпрен илсен, Зинаида Ивановнăн пӗтӗм пурнăçӗ йывăр ӗçре иртнӗ. Арçын ӗçне те, хӗрарăм ӗçне те тиркемен вăл, нихăçан та ӳркенсе, пултараймастăп тесе тăман. Тытнă та тунă. Анчах та хисеплӗ ватă пӗрре те хăйӗн пурнăçне ӳпкелемест. 

– Ӗмӗрӗпех ӗçрен хăраманнипех паян кун та сывă пурăнатăп пуль ӗнтӗ, – тет халь 97 çулти тыл ветеранӗ. 

Çамрăк хӗр çапла халăх хуçалăхне çӗклес тесе тӗрлӗ çӗрте ӗçлесе çӳренӗ хушăра каччăсем юлман та – нумайăшӗ вăрçăра вилнӗ, пуррисем авланнă. Анчах та Зинаидăн та телейӗ пулнах çав. Пӗр касăрах ялти участковăй Николай Селиванов пурăннă. Мăшăрӗ çамрăклах çӗре кӗнипе ултă ачине пӗчченех ӳстернӗ вăл. Ашшӗн ӗçпе час-часах райцентра çӳреме тивнӗрен пӗринчен тепри пӗчӗк ачисем нушаланнă ӗнтӗ, выçă ларни те пулнă-тăр. Зинаида çакăн çине сӳрӗккӗн пăхма пултарайман, паллах – çурма тăлăх ачасене апат пӗçерсе çитерме, çуса тăхăнтартма, ачашлама тăрăшнă. Николай Селиванов хӗре чӗререн тав тунă, пӗр ырă кун качча тухма ыйтнă. Хӗр, паллах, килӗшнӗ. 

Кӗçех çемьере пӗрлехи ачи – Марина хӗрӗ – те çуралнă. Зинаи­да упăшкин аслă ачисене пӗрне те уйăрман, пурне те хăйӗн тăван ачисем пек пăхса ӳстернӗ. 

Сăмах май, Зинаида Ивановна Селиванова «Сувар» хаçатăн кулленхи авторӗн, пултаруллă журналистăн, талантлă çыравçăн Елена Аксупин (Алена Алексеева, хӗр чухнехи хушамачӗ – Селиванова. – Ред.) асламăшӗ пулать. Унран Зинаида Ивановна пирки ăшшăн каласа панине пӗрре мар илтнӗ. 

– Ман асанне питӗ ырă кăмăллă та ӗçчен, тарават, хуть мӗнле ӗçе те пултаракан çын. Асатте ир çӗре кӗнипе вӗсем пит нумай çул пӗрле те пурăнайман. Апла пулин те асанне упăшкин ачисемпе яланах çывăх пулнă, халӗ те çаплах. Хам калем ăсти пулнинче асаннен те тӳпи пурах тесе шутлатăп, мӗншӗн тесен вăл юмах нумай каласа паратчӗ пире. Чăвашсен пӗрремӗш халăх поэ­чӗн Николай Полоруссов-Шелепин тăван шăллӗн хӗрӗ-çке вăл. Чăваш халăх юмахӗсене пурне те мӗн ачаран лайăх пӗлет. Халӗ те пӗрре те вуламасăр тăмасть. Хамăн кӗнекесем тухмассерен асаннене парнелетӗп, вăл вӗсене кравачӗ патӗнчи çӳлӗк çинчех тытать. «Пӗрмай вулатăп», – тет. Асанне халӗ те сăвăсем нумай пӗлет – тӗлӗнсе каймалла! Вăл кăмакара пӗçернӗ пӳремеч, çӗрулми кукăлӗ, кӳптӗрме, хуран кукли çисе тăранмалла мар тутлăччӗ. Тавтапуç юратнă асаннене! – çывăх çынни пирки ăшшăн каласа парать паллă çыравçă. 

Зинаида Селиванова колхозра тӗрлӗ ӗçсенче ӗçлесе 55 çулта тивӗçлӗ канăва тухнă. Çичӗ ача ӳстерсе ура çине тăратнă пулсан та ăна ун чухнехи пек 50-ра пенсие кăларман, хăй пӗр ача кăна çуратнă тенӗ. 

Халӗ мартăн 8-мӗшӗнче 97 çул тултарнă Зина аппа Аксура Марина хӗрӗ патӗнче пурăнать. Тыл ветеранне нумай пулмасть Аксу район  Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Ильдар Ислямов Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине халалланă медальпе чысланă, Тутарстан Республикин Раисӗн ятӗнчен парне парса савăнтарнă. 

 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Е.Алексеева сăнӳкерчӗкӗнче: Зинаида Ивановна Селиванова кӗçӗн мăнукӗсемпе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев