Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ача сачӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлемелле?

Шкул çулчченхи патшалăх учрежденийӗсенчи ясли ушкăнне (кунне 9-шар сехете) çӳрекен ачишӗн ашшӗ-амăшӗн уйăхне – 2 пин, аслăраххисен ушкăнне çӳрекеннишӗн 1,9 пин тенкӗ тӳлемелле пулать.

2024 – 2026 çулсенче Патшалăх тата муниципаллă ача сачӗсенче ачасене пăхнăшăн вăтам тӳлеве палăртнă. Кун çинчен Постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.

Çапла вара тӳлев мӗн чухлӗ пуласси çемьери ача шутӗнчен тата ача сачӗ миçе сехет ӗçленинчен килӗ. Тӗслӗхрен, виççӗ тултарман ачана яслире виçӗ сехете хăвараççӗ пулсан eйăхне 780 тенкӗ, нумай ачаллисем çак вăхăтшăнах икӗ хут сахалрах, тӳлӗç. Енчен те ача яслире пилӗк сехет пулать-тӗк – 1,2 пин, аслăрах ушкăна çакăн чухлех çӳресен 1,1 пин тенкӗ тӳлемелле.

Тулли куншăн (9 сехет) яслишӗн 2 пин, аслăраххисен ушкăнне çӳренӗшӗн 1,9 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Талăкӗпех ӗçлекен садиксенче вара тӳлев çапларах пулӗ: яслишӗн уйăхне 3,6 пин, садикшăн 2,5 пин тенкӗ.

2023 çулта яслишӗн (12 сехет) 3,5 пин тенкӗ, нумай çемьери ачашăн 1,7 пин, садикшăн 3,7 пин, нумай ачаллă çемьери ачашăн 1,8 пин тенкӗ тӳлемелле. Танлаштарма, 2022 çулта виççӗ çултан аслăрах ачи садике (12 сехет) çӳренӗшӗн ашшӗ-амăшӗ 2 пин тенкӗ тӳленӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество